Улатăрта - уявра

Улатăр хулинче Пĕтĕм Раççейри вырăс халăх пултарулăхĕн XXVI-мĕш «Янра, Раççей çĕрĕ!» («Звучи, российская глубинка!») фестивалĕ иртрĕ.

Ун тĕллевĕ: çĕр-шывăмăр регионĕсен культура еткерлĕхне сарасси-аталантарасси. Пĕлтерĕшлĕ мероприятие Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчи пултарулăх коллективĕсем хутшăнчĕç.

Пирĕн округран Карапай Шăмăршăри Культура çурчĕ çумĕнчи «Шăнкăрав» фольклор ансамблĕ те фестивальте хăйĕн пултарулăхне кăтартрĕ. Вăл «Над рекой черемуха колышется» вырăс халăх юррине пысăк ăсталăхпа шăрантарĕ. Куракансем Чăваш Енĕн вырăнти артисчĕсене тăвăллăн алă çупса саламларĕç.

Çак тĕслĕх - Раççейĕмĕрĕн пĕрлехи культура еткерлĕхне кĕртнĕ ырă пулăм.

А.АЛЕКСЕЕВА.



07 августа 2026
14:37
Поделиться