Урама асфальт сарасси халăхран та килет
ВИÇПỸРТ ШĂМĂРШĂ ялĕнче иртнĕ граждансен пухăвĕнче «Ниме - Халăх бюджечĕ» программăпа 2027-çулта тумалли ĕçсене анлăн сỹтсе явнă.
Ял çыннисем Ленин урамĕпе Садовая тата Центральная урамсене асфальт сарма ыйтаççĕ. Çак сĕнĕве пуçару проектне кĕртме йышăннă.
Малаллахи ĕç ял халăхĕнчен нумай килет. Кунта кашни çын сасăлани, алă пусни, кайран вара проектăн пĕр пайĕ валли укçа пуçтарни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Халăх пысăк активлăх кăтартсан çитес çул Виçпỹрт Шăмăршăри виçĕ урама асфальт сарасса кĕтме пулать.
С.ИВАН ОВ.