Вăрман варринчи «Упа çури» е районти пĕрремĕш садикпе пионер лагерĕ çинчен

Вăрман варринчи «Упа çури»  е районти пĕрремĕш садикпе пионер лагерĕ çинчен

ШĂМĂРШĂРА тата ытти ялта ача сачĕсене илемлĕ те янравлă ят пама хăнăхнă: «Ромашка», «Сказка», «Аленушка», «Василек», «Радуга»...

Пĕлетĕр-и-ха эсир, хисеплĕ вулаканăмăрсем, Шăмăршă тăрăхĕнчи чи пир- вайхи ача сачĕ мĕн ятлă пулнине?

Архиври документсем çирĕплетнĕ тăрăх, 1938-çулхи августăн 15-мĕшĕнче Баскак паççулккинчи вăрманпромхозра куллен ĕçлекен ача садне «Упа çури» ят панă. Садик алăкĕ çине виçĕ чĕлхепе: «Упа çури» (чăвашла), «Аю баласы» (тутарла) тата «Медвежонок» тесе çырса çапнă пулнă. Ача сачĕн заведующийĕ пулма вырăс хĕрарăмне В.С.Белоусовăна çирĕплетнĕ. «Упа çури» 61 (!) ачана йышăннă.

Хальхи лару-тăру тăрăх шутласан, вăрман варринчи ача садне 61 ача çỹ- рени хытă тĕлĕнтерет, ытла та нумай пек туйăнать.

Тен, нумай та мар? Садик уçнă чух Баскакра 75 кил-хуçалăх, 9 барак пулнă вĕт-ха, паççулккăра 305 çын пурăннă. Çемьере 5-6 е ытларах ачаллисем йышлă шутланнă.

Баскак вăрманпромхозĕ çав çулсенче вăйлă аталаннă. Рабочисем хыр йывăçне касса Пасна тăрăх ăсатнă. Сухăр юхтарнă, тикĕт тата йывăç кăмрăкĕ хатĕ рленĕ. Вăрманпромхозăн 3 цехĕнче хăма çурнă, урапа-çуна, катка-пичке тунă. Баскакра туса кăларнă юман пичĕкесене таçта аякка - Армение çити - ăсатнă, кунта çак паха савăт коньяк хатĕрлеме кирлĕ пулнă.

Архив докуменчĕсем 1931 çулта - 230 штук лаша çуни тата 195 штук лаша урапи, 140 штук юман пичке туса кăларнине кăтартаççĕ. Чи тухăçлă ĕçленĕ 1938- çулта 400 штук лаша çуни тата 275 штук лаша урапи, 190 штук юман пичке хатĕрлесе ăсатнă.

Паççулккăра ача сачĕ уçнипе çеç çырлахман - 1939-çулхи июнь уйăхĕнче «Упа çури» ятлă пионер лагерĕ ĕçлеме пуçланă. Лагерьте виçĕ сменăра 200 ытла ача канма пултарнă. Районти учительсен канашлăвĕнче Баскакри ача сачĕпе пионер лагерьне мĕншĕн «пролетарилле» ят мар, «Упа çури» ят пани çинчен ыйтсан, П.И.Корчагина учительница çапла каланă:

- Пирĕн ачасем упа çури пек вăйлă та çирĕп сывлăхлă çитĕнччĕр тесе тăрăшатпăр. Вĕсем пролетари пуласси пирки иккĕленме кирлĕ мар: эпир ачасене совет влаçне чунтан хисеплеме тата аслă çул пуçăмăрсене - Ленинпа Сталин юлташсене - чĕререн юратма вĕрентетпĕр! («Колхозник сасси» хаçат, 1939 çул, август, 25).

Канашлура ВКП(б) райкомăн представителĕ садике «Хĕрлĕ Упа çури» ят пама сĕннине те П.И.Корчагина учительница татăклăн сивленĕ: упа çури - хăмăр, ăна мĕнле хĕрлĕ тесе калăн?

Пĕлсе тăма: иртнĕ ĕмĕрĕн вăтăрмĕш çулĕсенче ял, паççулккă, колхоз ячĕ çумне «хĕрлĕ» приставка хушасси йăлара пулнă. Сăмахран: Хĕрлĕ Васан паççулкки, «Хĕрлĕ çĕнтерỹ» колхоз (Васан ялĕ), «Хĕрлĕ партизан» колхоз (Вырăс Чукал ялĕ), «Хĕрлĕ сухаçă» колхоз (Кивĕ Чукал ялĕ), «Хĕрлĕ çăл куç» колхоз (Хайпăла паççулкки), «Хĕрлĕ çăлтăр» колхоз (Палтиел ялĕ), «Хĕрлĕ çул» колхоз (Палтиел ялĕн тутар пайĕ), «Хĕрлĕ воин» (Тури Чаткас ялĕ), «Хĕрлĕ партизан-2» (Карапай Шăмăршă ялĕ).

Паççулккăра 7 çул вĕренмелли шкул уçăлнă, унта 100 ытла ача çỹренĕ. Баскакра кăна мар - юнашарти Кучек, Фабрика паççулккисенче те икĕ класлă шкулсемĕçленĕ. Ачасем вăрманта аташса каясран сыхланса, Баскакра 30 вырăнлă интернат уçнă. Унта ачасене тỹлевсĕрех вĕри апат çитернĕ.

Халăха кирлĕ ытти учреждени те пулнă: çыхăну уйрăмĕ, клуб, библиотека. Вăрман ĕçĕнче вăй хуракансем валли икĕ пỹлĕмлĕ мунча туса лартнă. Çăкăр пĕçерме пекарня уçнă, суту-илỹ ыйтăвĕсене лавкка тивĕçтернĕ.

1931-1933-çулсенче Баскак çумĕнче çĕнĕ паççулккă - Кучек ỹссе ларнă. Кунта Улатăрти хими вăрман хуçалăхĕн сухăр пухса хатĕрлекен производство участокне уçнă, 6 бригада йĕркеленĕ.

Сухăр юхтарма специалистсем кирлĕ пулнине шута илсе, Кучекре ФЗО шкулĕн курсне уçнă. Занятисене Улатăртан килнĕ мастерсем ирттернĕ.

Кучек паççулккинче чăвашсем, тутарсем, ирçесем, вырăссем, нимĕçсемпе еврейсем пурăннă. Паççулккăра 92 кил-хуçалăх, 14 барак пулнă. Пуçламăш шкул, лавкка, столовăй, пекарня, икĕ мунча, клуб ĕçленĕ.

Кучексем хăма çурнă, катка-пичке ăсталанă, сухăр юхтарнă, тикĕт тата скипидар хатĕрленĕ. Каярахпа йывăç кăмрăкĕ хатĕрлеме план панă, 10-15 вучах («угольная яма») талăкĕпех тĕтĕм кăларнă.

1931-1937-çулсенче вăрманта тепĕр паççулккă - Фабрика ỹссе ларнă. Унта 54 кил-хуçалăх шутланнă. Икĕ класлă пуçламăш шкул уçăлнă, лавкка тата пекарня ĕçленĕ.

1945-çулта, Совет Союзĕ фашистла Германие çапса аркатсан, Фабрикăна «Çĕнтерỹ паççулкки» теме пуçланă.

Хальхи выăхăтра Фабрика (Çĕнтерỹ) паççулкки çук ĕнтĕ, вĕлтĕренпе хăях пуснă çурт вырăнĕсем çеç хăçан-тăр кунта вăрман ĕçченĕсем пурăннине çирĕплетеççĕ.

«Упа çури» ача сачĕпе çак ятлă пионер лагерĕ те халăх асĕнчен тухма пуçланă. Паççулккăсенче пурăннă нумай çын урăх çĕре куçа-куçа кайнă, вăрманпромхоз пĕтнĕ хыççăн тĕрлĕ учреждени те хупăнма тытăннă.

Ив.САЛАНДАЕВ.

(Статья çырнă чух автор «Районы Чувашской АССР за 1938 год» справочникпе, Баскак лесничествин архивĕн тата Чăваш Республикин патшалăх истори архивĕн докуменчĕсемпе усă курнă)



07 августа 2026
15:18
Поделиться