Вут-кăвар - хăрушă

АВГУСТ уйăхĕн 2-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай округĕнчи Мишеркасси ялĕнче лавкка çунма тытăннă. Çулăм морозильнике сиенленĕ.

Çав кунах Шупашкар округĕнчи Мишерпуç ялĕнче трансформатор электроподстанцийĕнче пушар пулнă.

Августăн малтанхи эрнинче Шупашкар хули çумĕнчи «Атăл» сад юлташлăхĕнче - мунча, Граждан урамĕнче çурт подъезчĕ çунма пуçланă. Сăлтавĕ - вут-кăварпа асăрханусăр пулнинче.

Граждансем! Çу кунĕнче вут-кăвар тухасран çав тери тимлĕ пулăр. Çавăн пекех вăрманта тата ун çывăхĕнче кăвайт чĕртме юраманни çинчен ан манăр!



07 августа 2026
14:37
Поделиться