Андрей Кокуркин: «Кашни километр çул - чун савăнăçĕ»

Андрей Кокуркин: «Кашни километр çул - чун савăнăçĕ»

«ТРАНСПОРТ» тытăмне аталантарассишĕн» муниципалитет программипе килĕшỹллĕн, 2026-2028-çулсенче Шăмăршă округĕнче 22 объектра - пурĕ 12,9 километр тăрăшшĕ - çул тумалла е юсамалла.

Кăçалхи ĕçпе паллаштарма эпир округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕнчен Андрей КОКУРКИНР АН ыйтрăмăр.

- 2026-çулта пирĕн 5,7 километр çул тумалла тата юсамалла пулсан, паянхи куна 4,2 километрĕ хатĕр теме пулать. Мĕн пур ĕç графикпа килĕшỹллĕн пулса пырать, хальлĕхе пысăк чăрмав çук.

- Андрей Анатольевич, çул тăвасси «Ниме - Халăх бюджечĕ» программăн пĕр пайĕ те вĕт-ха. Ял урамĕсем çĕнелесси, халăх пурнăçĕ лайăхланасси çак программăпа уйрăлми çыхăннă.

- «Ниме - Халăх бюджечĕ» программа юлашки çулсенче округ сăн-сăпатне нумай çĕнетнине курмасăр тăма май çук. Сăмахран, кăçал çак программăпа çул тумалли 21 проект пурнăçа кĕмелле. Пурĕ 8,84 километр тăрăшшĕ çул тума палăртрăмăр.

- Пур çĕрте те асфальт çул пулĕ-ши?

- Шел те, хальлĕхе округри кашни çул çинех асфальт сарма вăй çитмест. Çапах та ырри савăнтарать: кăçал 6,6 километр çул асфальтпа витĕнет, 2,24 километр çула вакă чул сарса çирĕплететпĕр.

Хальлĕхе тăхăр объектри ĕç вĕçленнĕ (3,7 километр). Çул тăвасси тата юсасси малалла пырать. «Ниме - Халăх бюджечĕ» программа пирки каланă май, çакна та палăртмалла: кăçал округра 39 пуçару проекчĕ пурнăçа кĕрĕ. Пурĕ 112,6 миллион енкĕлĕх контракт турăмăр. Контракт йĕркеленĕ чух 14,2 миллион тенкĕ перекетлеме пултарни те округ аталанăвĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Паянхи куна 19 проект туллин пурнăçланни çинчен калама пулать. Халĕ 2027-çул валли заявкăсем йышăнатпăр. Округра пурăнакансем «Ниме - Халăх бюджечĕ» программăна кĕртмешкĕн 54 сĕнỹ пачĕç.

... Çул тăвакансемпе тĕл пулма таçта аякка каймарăм - редакци çурчĕ вырнаçнă Ленин урамĕнче хĕрỹ ĕç пырать. Подряд организацийĕ - «Универсал» ООО - графикран пĕр кун та юлмасăр ĕçлет. Хальхи вăхăтра урама асфальт сараççĕ. Ку ĕçе сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме палăртаççĕ.

Çак урампа савăнсах утнă май, Андрей Кокуркинăн сăмахĕ асăма килчĕ:

«Кашни километр çул - чун савăнăçĕ. Çынсем ĕмĕрĕпех шанчăклă çулсăр нушаланнă вĕт-ха, халĕ вĕсем хăйсене хулара пурăннă пек туяççĕ. Асфальт ытти урамсене те çитессе шанатпăр».

Хальхи вăхăтра «Эльбрус» ООО Шăмăршăри Чапаев урамне, Животноводсен тата Шоссе урамĕсене асфальт сарать. «Дортстарт» ООО Кивĕ Шăмăршăри Чкалов урамĕнче ĕçлет: «Ниме - Халăх бюджечĕ» программăпа кунти çула тĕпрен юсама палăртнă. Бригадăри рабочисем пурте - çак ял çыннисемех. - Хамăр ялшăн тăрăшасси - пирĕн тивĕç, - теççĕ рабочисем. - Кам пĕлет: ял историне çыракансем пирĕн ятсене те кĕнекене кĕртсе хăварĕç.

Ив.САЛАНДАЕВ.

 

Шухăш:

Юрий ФРОЛОВ,

ĕç ветеранĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ:

- Ленин урамĕ ĕлĕкрех кĕрлĕ-çурлă çанталăкра пылчăк çăрăлакан урамччĕ. Каярахпа çула юсакаларĕç-ха, анчах вăл çĕмĕрĕлсе юрăхсăра тухрĕ. Çавăнпа та Ленин урамне кăçал асфальт сарса тирпей-илем кĕртнине эпĕ çав тери ырлатăп, халĕ вăл Шăмăршăри чи илемлĕ урамсенчен пĕри пулса тăчĕ.

 



14 августа 2026
12:26
Поделиться