«Чечек çыххи-и ку?»

Кивĕ Шăмăршăри Николай Кудряшов редакци çуртне пĕр çыхă илсе кĕчĕ. Тăп-тăпăлкка, илемлĕ çавăрса çыхнăскер.

- Чечек çыххи-и ку?

- Çук. - ?

Хăна пысăк çыхха салатрĕ те... мăшăрласа çыхнă милĕк куç умне тухрĕ. Вунă мăшăр! Чăн та, чечек çыххи тейĕн! Ырă шăршă сăмсана кăтăклать, ешĕл туратсем пĕр тикĕссĕн çыхăра чăмăртаннă. Ытарма çук!

- Паянхи ку! Салтаксем валли парса ярăр, милĕкпе çапăнса шăм-шакне, ỹт-пĕвне тĕреклетчĕр. Хĕрỹ ĕçе пăхса тăрас мар, милĕк акцийĕнчен пăрăнса юлас мар терĕм, - тесе васкавлăн тухса кайрĕ.

Питех те вырăнлă пулчĕ Кудряшов парни. Ăна тепĕр кунах ытти гуманитари япалипе пĕрле СВО зонине ăсатрăмăр.

Зинаида СВЕКЛОВА.

Редакцирен.

«Салтаксене - милĕк» акци малалла пырать. Ентешĕмĕрсене акцие хастар хутшăнма чĕнетпĕр. Кашни кил-хуçалăхран пĕр мăшăр парсан та, гуманитари пулăшăвĕлĕх милĕк округĕпе самаях пухăнĕ.

Кăçалхи тата пĕлтĕрхи милĕке редакци çуртне çитермелле.



14 августа 2026
13:30
Поделиться