«Чăваш Енĕн пыл çулĕ» фестиваль
АВГУСТĂН 17_22-мĕшĕсенче Чăваш Республикинче «Чăваш Енĕн пыл çулĕ» ятпа агротуризм фестивалĕ иртет.
Шупашкарти «Пехет» агромаркетра тата Канаш округĕнчи «Мелилотус» кооператив территорийĕнче (Çĕнĕ Шелттĕм ялĕ) Пыл уявĕ йĕркелеççĕ. Кунта Чăваш Енри утарçăсем хăйсен пылне сутма пултараççĕ, пултарулăх коллективĕсен концерчĕ пулать тата çемйипех утарта ĕçлекенсем мастер-класс йĕркелеççĕ.
«Чăваш Енĕн пыл çулĕ» фестивале хутшăнма оргкомитет Шăмăршă тăрăхĕнчи утарçăсем патне те йыхрав хучĕ ярса панă.