«Эпĕ, эсĕ, вăл - пĕр туслă çемье!»

«Эпĕ, эсĕ, вăл - пĕр туслă çемье!»

Нумай нациллĕ Палтиел ялĕн демографи статистики этнографи учебникĕн хатĕр сюжечĕ пек. Кунти халăхăн 70 проценчĕ - тутарсем, 26 проценчĕ - чăвашсем, 2-шер проценчĕ - вырăссемпе ирçесем. Хут çинче - хăйсен юрри-юмахĕпе те тĕрĕллĕ ал шăллийĕсемпе вĕсем 4 расна тĕнчене палăртаççĕ.

Раççейри Халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкĕ пуçлансан вырăнти библиотекăн тивĕçĕ ỹсрĕ: вăл халь - кĕнеке управĕ çеç мар, «Тăван ял халăхĕн туслăхĕ» проекта пурнăçлакан та. Çакă - несĕлсен культурине сыхласа хăвармалли чи лайăх мел.

Культура учрежденийĕ вулавăшран тĕрлĕ ỹсĕмри çынсене çыхăнтаракан центр пулса тăчĕ. Проект ял-йыша пĕрлехи пултарулăх урлă халăхсен йăли-йĕркипе традицийĕсемпе çывăхлатрĕ.

Проектпа килĕшỹллĕн нумай мероприяти йĕркелеме май килчĕ.

«Çул çỹреве - традицисем патне» фестиваль. Тăватă наци «кил-хуçалăхĕллĕ» интерактивлă площадка ял-йыша пĕр-пĕрин йăли-йĕркипе, наци çи-пуçĕпе, апат-çимĕçĕпе, юрри-ташшипе паллашма пулăшрĕ. Уяв хăнисем викторина ыйтăвĕсене хуравларĕç, купăс сассипе киленсе наци апат- çимĕçĕпе сăйланчĕç, кỹршĕллĕ халăхăн тумтирне тăхăнса киленчĕç (чăвашсен сурпанне сырма хăнăхрĕç, тутарсен тюбетейкине виçсе пăхрĕç).

«Милли йолалар» («Наци йăли-йĕрки») вăйă. Аслă классенче вĕренекенсем тутар халăх сăмахлăхне пĕлнине кăтартрĕç, анчах тутарсен тупмалли юмахĕсене вырăсла куçарасси вĕсемшĕн кăткăс пулчĕ. Çавна май çамрăксен вăтанчăклăхĕ ăшă кулăпа сирĕлчĕ.

«Татар доньясы» («Тутар тĕнчи») кĕнеке выставки- ярмăркки шкул ачисене Тутарстанăн хальхи литературипе паллаштарчĕ, тăван классикăн актуаллăхне уçса пачĕ.

«Гуляй, Масленица!» уяв кулинари эксперименчĕ пулса тăчĕ. Пĕлĕм-икерче вырăссем пек пĕçерчĕç. Чăвашсен соусĕсен рецепчĕсемпе усă курчĕç. Пĕлĕм ăшне (çине)хумалли хутăш (начинка) пирки тăватă чĕлхепе сỹтсе яврĕç. Вăйă картине тăрса такмак каларĕç, вырăссен хăвăрт каламалли сăмахĕсем (скороговорки) чăвашсен юрă çаврисемпе ылмашăнчĕç.

«Раççейри халăхсен вăййисем» программа. Çитĕнекен ăру чăваш вăййине калама вĕренчĕ, «Çерем пăсса вир акрăм...» вăййа кăмăлтан вылярĕ. Кĕвентепе тулли витресене йăтса, çăварти кашăкпа чĕрĕ çăмарта тытса чупни-ăмăртни пурне те савăнăç- киленĕç кỹчĕ.

Паянхи пăтрашуллă саманара та лару-тăрура çỹлерех илсе кăтартнă тĕслĕхсем кăмăла çĕклесси, нацисем хушшинчи туслăхпа пĕрлĕхе çирĕплетесси куç кĕрет.

Тĕлĕнмелле, тĕрлĕ конфесси представителĕсем ĕç (вăйă) урлă пĕр чĕлхе тупаççĕ. Вырăс ачи чăваш сурпанне пуçне сырма вĕренет пулсан, тутар каччи вырăс халăх кашăкне çăварне хыпса вăйăра ăмăртать пулсан, вĕсенче ютшăну туйăмĕ çухалать.

Эпир - библиотекарьсем - вырăнти халăхсен сăмахлăхне (юрри-юмахне, йăли-йĕркине) пухма пуçларăмăр. Тĕллев - пухнă материалтан «Пĕр ялти тăватă сасă» ятпа хальччен пулман сборник пичетлесси.

Палтиел ялĕн библиотеки нацисене пĕр-пĕрне хисеплеме лекци вулавĕсем урлă мар, пĕрлехи юрă-вăйă урлă витĕм кỹрет.

Енчен те эсир, вулаканăмăрсем, çакна хăвăр та йăлана кĕртес тетĕр пулсан, туса пăхăр. Ĕлĕкхи тутăр кашни иккĕмĕш хĕрарăмăн пур, чăланта патефон та тупăнать; çынсен кăмăл çĕкленỹлĕхĕ вара - чи хакли.

М.Мухутдинова,

Палтиел ялĕн библиотека заведующийĕ.



14 августа 2026
13:33
Поделиться