«Çын тĕрĕс сасăласси манран та нумай килет...»

«Çын тĕрĕс сасăласси манран та нумай килет...»

Умра - РФ Патшалăх Думин, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавĕ. Çавна май пирĕн корреспондент Пăчăрлă Пашьелĕн 2105№ суйлав участокĕн комиссийĕн членĕпе Татьяна Антоновăпа тĕл пулса калаçрĕ. Сăмах суйлав комиссийĕн ĕçĕн пĕлтерĕшĕ пирки пычĕ.

- Татьяна Геннадьевна, нумаях пулмасть Сире ЧР Суйлав комиссийĕн «Суйлав йĕркелĕвне тỹпе хывнăшăн» («За заслуги в организации выборов») хисеплĕ паллăпа чысларĕç. Малтанах çак наградăпа саламлатăп. Эсир вырăнти суйлав комиссийĕнче нумай çул хушши тимлетĕр. Хăçан кỹлĕнтĕр çак питех те яваплă ĕçе?

- Саламланăшăн - тавах. Тăван «Аврора» колхозăн тĕп бухгалтерĕ чухне, 1994-1999-çулсенче эпĕ вырăнти суйлав комиссийĕн ĕçне хутшăнтăм. 2005-çулта хăмăта тепĕр хут тăхăнтартрĕç. Паянхи кунччен пĕр улшăнми суйлав комиссийĕн- че эпĕ. Малтан вăрах вăхăт секретарь тивĕçне пурнăçларăм, халĕ - член.

- Суйлав комиссийĕн секретарĕ тата ун членĕ... Тĕллевĕ - пĕрре, ĕçĕпе яваплăхĕ мĕнле?

- Паллах, кирек камăн та ĕçĕ кăткăс. Комисси членĕн миссийĕ - суйлавçăсене бюллетень парса алă пустарасси, суйлав хыççăн бюллетень шутласси. Секретарь вара пĕтĕм документшăн яваплă: суйлав умĕн тĕп-тĕрĕс даннăйсенекĕртсе граждансен списокне тумалла, ун хыççăн бюллетеньсене ушкăнласа-шутласа протокол çырмалла, вĕсене округăн тĕп суйлав комиссине çитерсе отчет тумалла, Йăнăшма юрамасть! Ял территори уйрăмĕн (ял тăрăхĕн) тĕп специалист-эксперчĕ пулнă май, манра - ял гражданĕсен пĕтĕм даннăйĕ. Кашни çыннăн лару-тăрăвне пĕлсе тăратăп. Çавна май суйлавçăсен списокне тума та, граждансемпе çыхăнма та ансатрах.

- Ăнланмалла. Тĕп ĕç общество ĕçĕпе çыхăнни - хăйне кура çăмăллăх. Татьяна Геннадьевна, маларах иртнĕ суйлавсемпе хальхисем хушшинче уйрăмлăх пур-и?

- Питĕ пысăк уйрăмлăх! Пĕрремĕшĕнчен, йĕркелỹ ĕçĕ çỹллĕ шая çитрĕ. Халĕ граждансем дистанци мелĕпе те сасăлама пултараççĕ. Сăмах май, суйлав комиссийĕн членĕсем (обходчиксем) акă августăн 20-мĕшĕнчен планшетсемпе яла тухма пуçлаççĕ, кашни суйлавçăпа тĕл пулса вĕсен даннăйĕсене тĕрĕслеççĕ, мĕнле майпа (дистанци мелĕ, суйлав участокĕнче, килте) сасăлассине палăртаççĕ.

Иккĕмĕшĕнчен, шел те, ял-йышăн активлăхĕ чакрĕ. 10-15 çул каярах суйлава çынсем уява çỹренĕ пек çỹретчĕç. Культура çуртĕнче концерт лартни, кино кăтартни пурин кăмăлне те çĕклетчĕ. Ун чухне кашни çын суйлава хутшăнатчĕ. Юлашки вăхăтра суйлав кампанийĕнче ял çыннисен явапсăрлăхĕ сисĕне пуçларĕ. Ку - сасăлава чун туртăмĕсĕр хутшăннинче тата тĕплĕн шутламасăр кандидатсемшĕн сасăланинче палăрать.

- Лару-тăрăва лайăхлатасси çынран хăйĕнчен те, суйлав комиссийĕнчен те килет паллах.

- Çакна шута илсе ĕçлетпĕр. Ỹсĕмне, статусне пăхмасăр кашни гражданпах пĕр пек, ăшă кăмăлпа, хутшăнатпăр. Агитаторсемпе тачă çыхăнура эпир. Суйлава хутшăнса тĕрĕс йышăну тумаллине ăша хыватпăр, сасăлав йĕрки çинчен тĕплĕн ăнлантаратпăр. Комиссире ман пекех нумай ĕçлекенсем - Ирина Угарина, Тамара Можаева, Татьяна Иванюкова. Пĕрлехи вăйпа çамрăк «ĕçтешĕмĕрсене» кирлĕ пулăшу паратпăр. Хамăр хыççăн шанчăклă смена кирлĕ.

- Эсир, Татьяна Геннадьевна, яланах халăх хушшинче. Сире пăчăрлăпашьелсен смотр-отчетĕнче, пултарулăх мероприятийĕсенче, Акатуйра тăтăшах «Палан» фольклор ансамблĕпе пĕрле куратпăр. Паллах, ăста юрăç кăна мар-ха Эсир...

- Чечек ỹстерме, алмаз мозаики «тĕрлеме» кăмăллатăп. Тата... хăна пăхма юрататăп. Çемьере, тăвансем хушшинче ăнланупа килĕшỹ пулсан, ял-йышпа ĕçлеме те çăмăл.

- Эсир - суйлав системин пĕр пайĕ. Хăвăра мĕнле хак паратăр?

- Сасăлав ăнăçлăхĕ манран та нумай килет. Çавăнпа тивĕçĕме таса чунпа, пысăк яваплăхпа пурнăçлама тăрăшатăп.

Калаçăва Зинаида СВЕКЛОВА йĕркеленĕ.



14 августа 2026
13:25
Поделиться