«Ывлусем - çилрен вăйлă, çирĕп хурçăран...»
«Ырă кун пултăр сире, редакци ĕçченĕсем!
Эпĕ ку çырăва фронтран çыратăп. Манăн ротăра тĕрлĕ наци çыннисем тăнăçлăхпа ирĕклĕхшĕн кĕрешеççĕ. Расна чĕлхеллĕ, расна тĕнлĕ тата йăла-йĕркеллĕ салтаксем пĕр тĕллевпе - нацистсене тĕп тăвассишĕн - арăслан пек çапăçаççĕ. Эпир пĕр çемьери пек туслă пурăнатпăр. Пĕр-пĕрне хамăрăн çуралнă кĕтес илемĕ, тăван халăхăн ырă енĕсем пирки каласа паратпăр. Взвод командирĕ Бабр - Иркутск вырăсĕ - ман сăмахăмранах Чăваш Республикине юратса пăрахрĕ. Хăйĕн туйăмне сăввинче палăртрĕ. «Тăван округăрта тухса тăракан хаçатăрта чăвашла куçарнă сăввăма пичетлесен манран телейлĕ çын та пулмĕччĕ», - терĕ вăл. Тата Çĕпĕр вырăсĕ çывăх вăхăтра иртекен мероприятире чăвашла куçарнă сăввине вуласа пама ĕмĕтленет (ротăра чăвашсем сахал мар). Сăмах май, Бабр фронтри лару-тăру, СВО участникĕсем çинчен сăвă нумай хайларĕ. Вăл халĕрех Раççей Писательсен Союзĕн йышне кĕчĕ. Сире çарти юлташăмăн сăввине ярса паратăп, чăвашла куçарса пичетлеме ыйтатăп. Малтанах - пысăк тав. Çĕнтерĕве çывхартаканрота командирĕ Михалыч».
Чăваш çĕр-шывне
Тарават республикăм, тавах!
Кĕтсе илтĕн çăкăр-тăварпа.
Эп килти пекех хама туяп.
Эсĕ - чĕремре яланлăхах.
Çитрĕм эп çурла çумăрĕпе
Çăлтăрлă каçра та шăплăхра.
Курăк çийĕн утрăм çаруран.
Туйрăм эп çакна чăн тĕлĕк пек.
Тĕп хулу Сан - шурă Шупашкар -
Тыткăнларĕ хăй илемĕпе.
Анлă Атăл шывĕ - бенуар.
Кунти çын-хăнашăн вăл - атте.
Çыннусемшĕн - пуçăма таяп.
Чăн-чăн çын Эс турăн ачаран.
Хĕрỹсем - чечек пек. Ывлусем -
Çилрен вăйлă, çирĕп хурçăран.
Тараватлă Чăваш Енĕм, тав!
Ырă кăмăлушăн - чыс, мухтав!
Чунăмпа ялан Санпа пĕрле...
Чапу Санăн пытăр ĕмĕре! Бабр.
(Вырăсларан Зинаида ЫРПИ куçарнă)
Редакцирен. Хаçатăн черетлĕ номерне пичете хатĕрленĕ вăхăтра фронтран хыпар килчĕ. Бабр ротăри юлташĕсем умĕнче вуланă чăвашла сăвва пурте хапăл тунă. Чăваш салтакĕсемшĕн çакă кĕтмен парне пулнă. Ытти халăх çыннисем чăваш чĕлхи çепĕç те янăравлă пулнине палăртнă.