Кивĕ Чукал çĕнелет - кашни кун илемленет
КИВĔ ЧУКАЛ - вăрманлă ял çеç мар. Кунта - Пасна çырми çинче - ытарма çук илемлĕ пĕве те пур. Ял çыннисем тăрна куçĕ пек тăрă çăл куç шывне ĕçеççĕ. Пĕвене те, çăл куçсене те хăйсен вăйĕпе тирпейлесе тăраççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ кăçал «Ниме - Халăх бюджечĕ» программăпа ялти пĕвене тирпей-илем кĕртессине чăн мала хунă.
- Пĕве - шыва кĕмелли вырăн çеç мар, вут-кăвартан сыхă тăма та кирлĕ, - тет ял территори уйрăмĕн пуçлăхĕ Александр Чамеев. - Килсе курăр-ха халĕ пирĕн пĕвене - хулари пек илемлĕ кану вырăнĕ пурне те савăнтарать!
Кăçал специалистсем пĕвене чылай тарăнлатнă, унта таса мар шыв юхса кĕресрен хỹтĕлесе дамба çĕкленĕ. Пĕве çывăхне пыма çул туни те халăх кăмăлне çĕклет. Пушар машини пĕр чăрмавсăрах шыв патне çитме пултарать.
«Ниме - Халăх бюджечĕ» программа пĕвене тирпей-илем кỹнипе çеç чарăнса ларман. Ялти Совет тата Комсомол урамĕсенчи çула юсанă. Совет урамĕнче пушартан сыхă тăмалли шыв управĕ тăвас ĕç вĕçленсе пырать. Пĕвене чавса тарăнлатнă ĕнтĕ, хальхи вăхăтра кунта кĕпер тата ятарлă техника валли çаврăнса тухмалли çул тăваççĕ.
Кивĕчукалсем пĕвене юратнинчен тĕлĕнме кирлĕ мар. Çак ялтан моряк нумай тухнă. Тинĕс Çар флочĕн ветеранĕсем - Валерий Мандрюков, Владимир Малеев, Федор Ильдяков тата ыттисем тăрăшнипе - 2024-çулта ялта моряксен паттăрлăхне чысласа палăк лартнă.
Ял халăхĕ ĕçлеме кăна мар, усăллă канма та пĕлет. Кунта культура пурнăçĕ вĕресе тăрать, киленкаяна хут купăс сассипе кĕтсе илеççĕ, «Чукал каччисем» пултарулăх ушкăнĕ хăнасене чуна тыткăнлакан илемлĕ юрăпа ăсатса ярать. «Чукал каччисем» çеç-и, пĕтĕм ял юрă-ташăпа туслă. Нумаях пулмасть çеç-ха, кунта «Çăл куçсем» ятлă фольклор уявĕ ирттернĕ, юрланипе-ташланипе пĕрлех, авалхи вăйăсене выляса та савăннă. Çак мероприятие йĕркелесе ирттерме К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи театрĕн артистки Светлана Лукиянова нумай пулăшнă. Уяв Чăваш Республикин Пуçлăхĕн «Хĕвеллĕ çулла» проекчĕпе килĕшỹллĕн иртнĕ.
Кивĕ Чукалта тата çакă савăнтарчĕ: кунта урамсене, çул аяккине çулса тăраççĕ, пур çĕрте те тирпейлĕ пултăрччĕ тесе тăрăшаççĕ. Пĕве çумĕнче культурăллă канмалли илемлĕ вырăн тунă: кунта сăмаварпа чей вĕретме те, мангал чĕртсе шашлăк пĕçерме те пулать, спорт вăййисем йĕркелеме те вырăн çителĕклĕ. Çуралнă куна е ытти паллă уява пĕве патĕнче ирттересси йăлана кĕрсе пырать.
Ял территори уйрăмĕнчи тепĕр кану вырăнĕ те - Шамккай пĕви - таçтан-таçтан килекен хăнасене тарават йышăнать. Кунта палатка карса икшер-виçшер кун та пурăнаççĕ, хĕвелпе хĕртĕнеççĕ, пулă тытаççĕ.
Ахальтен мар ĕнтĕ Кивĕ Чукал тăрăхĕнче çакăн пек шỹт çỹрет:
«Мĕншĕн каяс Сочие -
Ялтах лайăх вĕт пире!
Сенкер пĕве хĕрринче -
Выртах хĕвел питĕнче.
Шашлăк пĕçер, ĕç эс чей -
Ялта пурăнни - телей!»
Ив.САЛАН ДАЕВ.