Çỹç кĕмĕлĕ ырă кăмăллăха сỹнтермест
Ятарлă çар операцийĕнче тăракансене пулăшасси - Палтиелĕнчи педагогика ĕçĕн ветеранĕшĕн Роза Минеевăшăн кулленхи пурнăç йĕрки. СВО пуçланнăранпах фронтри тата госпитальти салтакăмăрсене, вăрçа пула инкек тỹсекенсене пулăшасси уншăн чун туртăмĕ пулса тăчĕ.
Ỹсĕмне (81-те!) пăхмасăр Роза Семеновна пĕр сиктерми ялăн Культура çуртне маскировка сечĕ çыхма çỹрет. «Ырă чĕресем» волонтерсен ушкăнĕн ытти членĕсемпе пĕрле, хăю çумне - хăю, чун ăшши хушса хỹтлĕх карри çыхать вăл. Кунсăр пуçне ытти гуманитари пулăшăвĕ - гигиена хатĕрĕсем, нумай упранакан апат-çимĕç - янтăлать, пĕрлехи кассăна укçа-тенкĕ хывать.
Хальхинче те акă малти линие ямашкăн Шăмăршăри «Ял хĕрарăмĕсем» пуçару ушкăнĕ урлă 5 ещĕк пан улми, 2 ещĕк хăяр, 2 çыхă ал шăлли, çавăн пекех пысăк сумма укçа парса ячĕ. Çимĕçсемпе гигиена хатĕрне Чăваш Ен аталанăвĕн «Пĕрле» фончĕ урлă малти линие çитернĕ. Укçа-тенке вара дронран хỹтĕленмелли плащ валли материал туянмашкăн усă курнă.
Волонтерсен юхăмĕнче пысăк хастарлăх кăтартнăшăн Р.Минеева Шăмăршă муниципали- тет округĕн администрацийĕн тата хăй тăракан «Ырă чĕресем» пуçару ушкăнĕпе пĕрле - Чăваш Ен аталанăвĕн «Пĕрле» фончĕн Тав хучĕсене тивĕçнĕ. Çапла, ĕç тỹпине кура - хаклав!
- Вĕренекенĕмсен ачисемпе мăнукĕсем тĕрĕслĕхпе тăнăçлăхшăн юн тăкнă чухне мĕнле чĕрепе алă усса ларас? - тет ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ. - Аннем Надежда Чекушкина та Аслă Аттелĕх вăрçинче çĕр-шыв ирĕклĕхĕшĕн çапăçнă, хам та - вăрçă «ачи»; Çĕнтерĕве çывхартассишĕн тỹпеме хывмаллах!
Аслă ăрури Патриотăмăр - пуриншĕн те ырă тĕслĕх!
Зинаида СВЕКЛОВА.