Куçшăн усăллă çимĕçсем
КИШĔР. Унта бета-каротин нумай. Кишĕре теркăпа хырмалла, хăйма е сливки хушмалла. Çапла майпа организм каротина лайăхрах йышăнать.
ХУРА ÇЫРЛА. Вăл, шăнтсан та, хăйĕн пахалăхне çухатмасть. Унран хатĕрленĕ варени те куçшăн усăллă.
ТĔТТĔМ ШĂККАЛАТ. Унри флавоноидсем куçри юн тымарĕсене хỹтĕлеççĕ.
ТĂПĂРЧĂ. В12 витамин куçри юн çаврăнăшне лайăхлатать.
КАВĂН. Ăна пĕçерсен те, унри лютеин, С витамин, ытти япала упранса юлаççĕ. Кавăнран салат, яшка, пăтă, десерт хатĕрлемелле.
ПУЛĂ, ПУЛĂ ÇĂВĔ. Омега-3 çуллă йỹçек куç çивĕчлĕхне упрама пулăшать. Пĕрремĕш вырăнта - лосось. Унтан - сардина, сельд тата скумбри.