Ленар Залалтдинова çĕнтерỹ сунатпăр

ШУПАШКАРТА республикăри муниципалитет служащийĕсем хушшинчи конкурсăн иккĕмĕш тапхăрĕ вĕçленнĕ. Комисси 13 автор ĕçне пăхса тухса тивĕçлĕ хак парать.

Шăмăршă муниципалитет округĕн чысне Васан ял территори уйрăмĕн начальникĕ Ленар Залалтдинов хỹтĕленĕ. Унăн проекчĕ нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсама укçа-тенкĕпе тивĕçтересси çине çĕнĕлле пăхассипе çыхăннă. Конкурса хутшăннишĕн Ленар Фаритовича Сертификатпа чысланă. Эпир хамăр ентеше конкурсра çĕнтерме ăнăçу сунатпăр.

А.АЛЕКСАНДРОВА.



14 августа 2026
13:15
Поделиться