Олег КУЗНЕЦОВ: «Пăрçана «алла илтĕмĕр», черетре - кĕрхи тулă»

Олег КУЗНЕЦОВ: «Пăрçана «алла илтĕмĕр», черетре - кĕрхи тулă»

«ЙĔПЕ çине - сапа», - тенĕ пек, кăçалхи вырма çĕр ĕçченĕ умне йывăрлăх хыççăн йывăрлăх кăларса тăратать. Çумăр çуса тарăхтарни - пĕрре, топливо хакĕ ỹссе пыни - тепре, çапса илнĕ тырра типĕтме кансĕрри - виççĕмĕш йывăрлăх.

«Колос» Агрофирма» ООО генеральнăй директорĕ Олег Кузнецов - техника паркне ирех çитнĕскер - синоптиксем паян уяр çанталăк шантарни çинчен савăнсах пĕлтерчĕ.

- Çĕр типсен, тырă кушăхсан кăнтăрла енне хире тухатпăрах, - терĕ вăл. - Михаил Лермонтов поэт пек каласан: «Мы долго молча отступали, досадно было, боя ждали, ворчали старики...»

«Стариксем мăкăртатаççĕ» тесе кăштах юптарса каларĕ ĕнтĕ вăл: «Агроs595» комбайн хуçи Александр Петров та, «Кировец» тракторпа ĕçлекен Сергей Гордеев та - çамрăк çынсем.

Саша малтан «Дон» комбайнпа тыр-пул пуçтарса кĕртнине лайăх ас тăватăп. Округри куçса çỹрекен вымпела та тивĕçрĕ. «Агроs595» комбайнпа иккĕмĕш вырмана хутшăнать.

- 120 гектар пăрçана «алла илтĕмĕр», - сăмахне малалла тăсрĕ Олег Васильевич. - Черетре - кĕрхи тулă. Çумăрпа исленнĕ тырра элеватор чи лайăх пахалăхпа йышăнасси çеç иккĕлентерет: фуражлăх çеç пулсан, тупăшĕ чылай чакать вĕт-ха.

Комбайн патĕнчен тырра «Зил» автомашинăпа Олег Захаров водитель турттарать.

Йĕпе-сапаллă çанталăкра та хирте ĕç шавĕ лăпланман: Сергей Гордеев - «Кировецпа», Петр Макаров «МТЗ 1221» тракторпа кĕр тырри акма çĕр хатĕрленĕ. 60 гектар çĕр çине, паян тесен, паян ака агрегатне илсе тухма пулать. Çĕр хатĕрлесси малалла пырать - хуçалăх кĕр тыррине кăçалхинчен кая мар акасшăн.

Хирте ĕçлекенсем валли вĕри апат пĕçернĕ çĕрте Анастасия Цыганова повар тăрăшса ĕçленине палăртрĕç. Механизаторсем мухтаççĕ пулсан - чăн-чăнах та, маттур ĕнтĕ!

Çак кунсенче Кахăрлă Шăхаль ялĕнче савăнăçлă событи пулни çинчен те пĕлтĕм: ĕмĕр тăрăшшĕпех механизаторта ĕçлесе чапа тухнă Анатолий Данилов пурăнакан çурт çине: «Кунта Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ Анатолий Иванович Данилов пурăнать», - тесе çырса çапнă. Чыс та хисеп ĕç ветеранне!

ШĂМĂРШĂ муниципалитет округĕнчи ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕ- сем пурте вырма ĕçне пуçăннă. Текех кĕтмелли çук: уяртнă кашни самантпа туллин усă курмалла, ăнса çитĕннĕ тыр-пула çăлса хăвармаллах.

Оперативлă кăтартусем тăрăх, округра кĕр тыррине 90 процент ытла пуçтарса кĕртнĕ. Вăтам тухăç - кашни гектартан 40,3 центнер. Кĕрхи тулă уйĕ чăн малтан Игорь Быков, Юрий Лепешкин, Геннадий Макаров, Александр Егоров фермерсен хуçалăхĕнче пушаннă.

Округ администрацийĕн экономикăпа ялхуçалăх пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, топливо пур çĕрте те çителĕ клĕ, комбайнсем юсавлă. Çанталăк лайăхлансан вырма ĕçне сентябрьччен тăсасшăн мар. Умра - кĕр аки.

Ив.САЛАН ДАЕВ.



14 августа 2026
12:21
Поделиться