Олимп вăййисен чемпионĕпе тĕл пулнă
АВГУСТĂН 10-мĕшĕнче Шупашкарти «Спартак» стадионра Пĕтĕм Раççейри ГТО комплексĕн республикăри фестивалĕ иртнĕ, унта Шăмăршă округĕн команди те хутшăннă.
Пирĕн спортсменсемшĕн чи асра юлнă самант - Олимп вăййисен виçĕ хут чемпионĕпе, Раççей Геройĕпе, Раççей Федерацийĕн сенаторĕпе Александр Карелинпа тĕл пулни.
Александр Александрович Шупашкара ĕçлĕ çул çỹревпе килнĕ, фестиваль участникĕсене çирĕплĕх, дисциплина тата çĕнтерỹ суннă. Александр Карелин Шăмăршă ялне те пĕлет иккен: «Унта Владимир Путин Президент пулнине лайăх ас тăватăп», - тенĕ.
А.АЛЕКСАНДРОВА.