Пасара килнĕ - сывлăхне тĕрĕслеттернĕ

«СЫВЛĂХ» патне - утăм» проект округра малалла ĕçлет. Иртнĕ эрнере мобильлĕ медпункт Шăмăршă пасарне килнĕ çынсене йышăннă. Яра куна 150 çын сывлăхне тĕрĕсленĕ.

«Тухтăрсем пирĕнпе ăшшăн калаçса мĕн ыратни çинчен ыйтса пĕлчĕç, сывлăха лайăхлатма кирлĕ консультаци илтĕмĕр», - çапла каласа параççĕ тĕрĕслевре пулнисем.

Чи пахи: сывлăха малтан çырăнмасăрах, полис кăтартмасăрах - 10-15 минут хушшинчех - тĕрĕслеттерме май пурри. Терапевт, хирург, гинеколог тата дерматолог усăллă канаш пани те кăмăла çĕклет.



14 августа 2026
13:19
Поделиться