Паян пурнасчĕ
Çулла иртет те, кĕр çитет...
Ĕнерччĕ, ак паян, ыран...
Çаплах пуль пурнăç та иртет.
Эпир вара: «Кайран, кайран...»
Халь çеçчĕ çирĕм..., хĕрĕх.... аллă...
Ак ватлăх алăк умĕнчех.
«Кайран» таçта кайса çухалнă -
Кĕтмен пире, кĕтмест текех.
Паян! Паян хитре пурнасчĕ!
Хăварас мар «кайран» валли.
Паянхи кун кашни саманчĕ
Вăл пултăр телейпе тулли.
Людмила Семенова,
Виçпỹрт Шăмăршă ялĕ.