Пыл сăпасĕ çитрĕ, умра - Панулми Сăпасĕ

Хрис тос тĕнне ĕненекенсем çăвăн юлашки уйăхĕнче Успени типпине тытаççĕ тата виçĕ уява (вĕсем: Пыл сăпасĕ, Пан улми сăпасĕ,Тырă (Мăйăр) сăпасĕ) паллă тăваççĕ.

Паян - августăн 14-мĕшĕнче - Пыл сăпасĕ. Вăл утарçăсем çак кун тĕлне пыл уçласа пĕтернипе çыхăннă. Çĕнĕ пыла чиркỹре сăвапланă хыççăн кăна ас тивеççĕ. Пыла Турă панă ырлăх вырăнне йышăнаççĕ.

Çак кун православи чиркĕвĕсенче шыва та кĕл туса тасатаççĕ, шыва чăмса тухаççĕ, крестный ход туса шыв-шура сăваплаççĕ. Христос хĕресне чиркỹрен турăшсемпе илсе тухасси грексен патриархĕпе вырăссен митрополичĕ Константин кăларнă. Вăрçа илсе кĕнĕ Турă амăшĕн сăнĕпе Христос хĕресĕ умĕнче хытă кĕл тунипе, вырăссен княçĕ Андрей Георгиевич - болгарсене, грексен патши Мануил сарацын ятлă халăха çĕнтернĕ. Вăрçăран таврăнсан вĕсем Тур амăшĕ сăнĕнчен вут çулăмĕсем тухнине курнă. Çав куна хисеплесе Христосăн хĕресне чиркỹрен илсе тухса шыв хĕрне илсе каяççĕ. Хĕресе, Турă пиллĕхне антарас тесе, шыва чиксе кăлараççĕ.

Пыл сăпасĕнче Успени типпи пуçланать. Сĕтел çинче тунтикун, юнкун, эрнекун - типĕ апат (пĕçерменни), ытларикунпа кĕçнерникун çусăр хатĕрленĕ апат пулмалла. Ун чухне ушкăнпа ĕçсе çиеççĕ, анчах аш-какайпа эрех-сăрана сĕтел çине лартмаççĕ, чи малтан пылпа сăйланаççĕ. Чи кирли - хамăра йĕркеллĕ тытни, чиркĕве кайса çурта çутни, тĕн кĕнекисене вуласа чуна тасатни.

Августăн 19-мĕшĕ - Пан улми сăпасĕ. Ăна Преображенире (Преображение Господа) уявлаççĕ. Православи тĕнĕпе пурăнакансем Иисус Христос Фавор тăвĕн чи çỹллĕ вырăнне хăйĕн вĕренекенĕсене - Петра, Иакова тата унăн шăллĕне Иоанна - ертсе кайни, кĕлĕ вăхăтĕнче Ун сăнĕ çиçни, тумтирĕ шурални çинчен ăнлантараççĕ. Малашне пĕтĕм тĕнче çакăн пек улшăнать, Христос суд тума килес умĕн, вилнĕ çынсем чĕрĕлсе тăрсан, сăваплисен ỹчĕсем çуталса кайĕç тесе вĕрентеççĕ.

Çак кун Турра çĕнĕ тухăç çимĕçĕ - пан улми - парне кỹнĕ. Пулса çитнĕ пирвайхи пан улмие чиркỹре сăвапламасăр çимен. Хăш-пĕр мăнастирте ир пулакан сортсене çинĕ, анчах малтан вĕсен ячĕпе кĕл тунă. Пан улмипе ытти улма-çырлана кĕлĕ вуласа тасатни - çынсене Турă ырлăхĕ кỹни шутланать. Преображенире пан улми кукли пĕçернĕ, варени вĕретнĕ, вĕсемпе йывăртарах пурăнакансене хăналанă. Успени типпин çак кунĕнче пулăран хатĕрленĕ блюдăсем çиме юрать.

Çỹлерех асăннă уявсемпе чунтан саламлатăп, Успени типпине тивĕçлипе тытма, çитес уявсене савăк кăмăлпа ирттерме ырлăх-сывлăх сунатăп.

Георгий Хитров протоиерей,

Палтиелĕнчи Çветтуй Михаил Архангел ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ.



14 августа 2026
13:26
Поделиться