«Пуйăс килет, пуйăс каять...»
ÇАПЛА, чукун çулсăр Шăмăрша та «пуйăс» килсе çитрĕ. «Сывлăх патне - утăм» республика программипе килĕшỹллĕн, июлĕн 27-мĕшĕнче пирĕн округра «Сывлăх пуйăсĕ» - «Ача-пăча тухтăрĕ» акци иртрĕ.
Шăмăрша республикăри сывлăх учрежденийĕсенче ĕçлекен тухтăрсем - стоматолог, невролог, ЛОР, хирург, офтальмолог, эндокринолог, гинеколог, кардиолог килсе тĕрлĕ профильпе 198 консультаци ирттернĕ. 12 ачан маларах пĕлмен чир пуррине тупса палăртнă, вĕсене Шупашкар клиникисенче сывлăха тĕплĕн тĕрĕслеттерме консультаци панă.
Ачасен ашшĕ-амăшĕ «Сывлăх пуйăсĕпе» килнĕ тухтăрсене чĕререн тав тăвать, аякри округа тата та килсе çỹреме сĕнет.
А.АЛЕКСАНДРОВА.