Пушар ан кỹтĕр тип-шар
ЧРЕЗВЫЧАЙЛĂ лару-тăру министерстви пĕлтернĕ тăрăх, республикăра çулталăк пуçланнăранпа 754 пушар пулнă.
Акă çĕнĕ тĕслĕх: Канаш хулинче пиллĕкмĕш хутри хваттерте пушар тухнă, кил хуçи - 40 çулти арçын - сĕрĕмпе наркăмăшланнă. Ăна «Васкавлă пулăшу» больницăна илсе çитернĕ. Малтанласа палăртнă тăрăх, пушар сигарет туртнă чух асăрханманнипе тухнă.
Çу кунĕсенче вут-кăвар тухас хăрушлăх пысăккине ан манăр, яланах асăрхануллă пулăр!
О.ИЧАНКИНА,
округ администрацийĕн мобилизаци ĕçĕн тата граждан оборонипе чрезвычайлă лару-тăру пайĕн начальникĕ.