Пĕве - ял илемĕ

Пĕве - ял илемĕ

ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН Пуçлăхĕн пуçарăвĕпе ĕçлекен «Ниме - Халăх бюджечĕ» программа округри ялсен сăн-сăпатне илемлетме нумай пулăшать.

Акă 2024-çулта Пăчăрлă Пашьелĕнче пурăнакансем пуçару бюджечĕн проектне ял пĕвине тирпей-илем кỹрес ыйтăва кĕртнĕ ччĕ. Малтанах хăшĕ-пĕри: «Тулли шывлă пĕве пулмасть, укçа сая яни çеç», - теме те пăхрĕ.

Паян вара кунта - çав тери илемлĕ кану вырăнĕ. Ял çыннисем шыва кĕме те, пулă тытма та пултараççĕ. Пĕве вут-кăвар тухасран сыхă тăма та кирлĕ.

С.ИВАНОВ.



14 августа 2026
12:27
Поделиться