Радимир Егоров: «Спорта юратни - ял хавалĕ, ял мухтавĕ»

Радимир Егоров: «Спорта юратни - ял хавалĕ, ял мухтавĕ»

ÇАНТАЛĂК кăмăлĕ мĕнле пулассине малтанах тĕплĕн пĕлсе тăма май çук çав. Акă иртнĕ эрнекун хĕртсе хĕвел пăхрĕ, сывлăш температури 30 градусран та иртнипе Физкультурник кунне куçарас ыйту та тухса тăчĕ.

«Кăмакари пек вĕри çанталăкра ачасен чупма юрамасть», - çакăн пек сăлтав тупăнчĕ уяв кунĕ пирки канашланă чух.

«Ыранччен пурăнар-ха, курăпăр унта!» - лăплантарчĕç шăрăх- ран хăракансене спорт «шур сухалĕсем».

Чăнах та, шăматкун çумăрлă та ăмăр çанталăк тăчĕ. Илле прарук пĕлĕт «пăккине» вырсарникун та хупма васкамарĕ.

Апла пулин те, спорта чунтан юратакансем - пурĕ 200 çын ытла - Шăмăршăри «Туслăх» спорт шкулĕн стадионне капăрах пуçтарăнчĕç. Вĕсем - çумăртан та, шăрăхран та хăраман хăюллă çынсем - Физкультурник кунне паллă тумасан «çылăх» тесе шутларĕç ĕнтĕ.

Строя йĕркеленсе тăнă спорт тусĕсене округ администрацийĕн пуçлăхĕн полномочийĕсене вăхăтлăха туса пыракан Александр Сатеев, Шупашкарти ентешлĕх председателĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашне депутата суйлама тăратнă кандидат Радимир Егоров тата «Гостехнадзорăн» Чăваш Республикинчи патшалăх инспекцийĕн ертỹçин çумĕ Валерий Михайлов уяв ячĕпе чун-чĕререн саламларĕç, пурне те ăнăçлă старт тата телейлĕ финиш сунчĕç.

Спорт уявĕн программинче: мини-футбол, эстафета, пляж волейболĕ, шашка, шахмат, ГТО нормативĕсене парасси, «городки». Кашни ăмăртăвах çитĕннисем те, ачасем те хастар хутшăнчĕç, упа сурчăкĕ пек пĕрĕхекен çумăр та вĕсемшĕн пысăк чăрмав пулмарĕ.

Уявра физкультурăпа спорт аталанăвне пысăк тỹпе хывнă маттур çынсене округ администрацийĕн Хисеп грамотипе тата Пĕтĕм Раççейри ГТО комплексне туллин пурнăçланăшăн паракан ятарлă паллăпа чысларĕç.

ххх

ФИЗКУЛЬТУРНИК кунĕ Кивĕ Шăмăршăра та асра юлмалла илемлĕ те хаваслă иртрĕ. Малтанах футбол ăмăртăвĕ пулчĕ, çумăр çукаласа тăни хĕрсех вылякансене хавхалану çеç кỹчĕ пулмалла.

Çапах та тĕп вăйă - ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен ăмăртăвĕ. Кунта шкулта вĕренекенсем хăйсен ăсталăхĕпе савăнтарчĕç.

Уява Шупашкарти ентешлĕх председателĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашне депутата суйлама тăратнă кандидат Радимир Егоров та хутшăнчĕ.

- Эпĕ мĕн ас тăвассах асьялсем спортра пысăк çитĕнỹ тăватчĕç. Ку вăл - ял хавалĕ, ял мухтавĕ. Çак ырă йăлана малалла та тăсса пыма - ăнăçу, пурне те çирĕп сывлăхсунатăп! - терĕ хăйĕн кĕске сăмахĕнче Радимир Федорович.

Уяв хăнисем - Раççей тава тивĕçлĕ тренерĕ Вячеслав Тражуков тата унăн хĕрĕ Тĕнче чемпионĕ, тĕнче класлă спорт мастерĕ Инна Вячеславовна - çамрăк спортсменсене ирĕклĕ майпа кĕрешессин ăсталăхĕпе паллаштарчĕç, вĕсемпе мастер-класс ирттерчĕç.

Васан ял территори уйрăмĕн администрацийĕ хаклă хăнасене тата спорт уявне илем кỹнĕ кашни çыннах, çавăн пекех ăмăрту спонсорĕсене чĕререн тав тăвать, çакăн пек ăмăртусенче туслăх татах та çирĕпленнине палăртать.

Ив.САЛАНДАЕВ.



14 августа 2026
13:24
Поделиться