Раиса КРАСНОВА, пĕтĕмĕшле практика врачĕ: «Тĕрĕс апатланмалла, вăй-хал ĕçне юратмалла»
ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН Пуçлăхĕн пуçарăвĕпе йĕркеленĕ «Сывлăх патне - утăм» проект округра малалла ĕçлет. Район больницин мобильлĕ медицина бригади - халăхра каланă пек, «куçса çỹрекен медпункт» - çак кунсенче Пуянкасси ялĕнче пулчĕ. Çынсем кунта комплекслă диагностика тĕрĕслевĕ витĕр тухма пултарчĕç.
Акă мĕн каласа пачĕ медосмотр хыççăн район больницин пĕтĕмĕшле практика врачĕ Раиса КР АСНОВА:
- Пирĕн специалистсем скрининг ирттерни 57 çыннăн - холестерин виçи пысăккине, 19 çыннăн - юнри сахăр хисепĕ нор- мăран ытлашши пулнине, 51 çыннăн юн пусăмĕ ỹссе кайнине кăтартса пачĕ.
Сайра специальноçлă врачсем (врачи узких специальностей) 58 çынна тĕрĕслерĕç, çак çынсенчен 18-ĕшне стационар условийĕсенче тĕплĕн тĕрĕсленме направлени патăмăр.
Мана уйрăмах ял çыннисем самăрăлмапуçлани пăшăрхантарать. Паянхи тĕрĕслев 81 çыннăн йывăрăшĕ нормăран чылай ытлашши пулнине кăтартса пачĕ. Сăлтавĕ паллă: хăш-пĕр çын хăйĕн сывлăхĕшĕн тăрăшмасть, тĕрĕс мар апатланать, вăй-хал ĕçĕнчен пăрăнма сăлтав шырать тата физкультурăпа спорта килĕштермест. Нормăран ытлашши ỹт хушни йывăр чирсемпатне илсе çитерме пултарни пирки мĕншĕн шутламастпăр-ши?
Пирĕншĕн - врачсемшĕн - диагноз палăртни тĕп вырăнта мар, чи кирли - чире вăл аталанма пуçличченех тупса палăртасси. Пуянкасси ялĕнче пурăнакансем пирĕн сĕнỹсене шута илессе тата сывă пурнăç йĕрки кунта норма пулса тăрасса шанас килет.
Ив.САЛАНДАЕВ.
Шухăш
Сергей ПЕТРОВ,
Пуянкасси ял территори уйрăмĕн пуçлăхĕ:
- «Сывлăх патне - утăм» проект ĕçлеме пуçласанах ял çыннисем: «Пирĕн патăмăра врачсем хăçан килеççĕ-ши?» - тесе кĕтетчĕç. Акă халĕ мобильлĕ бригада пирĕн яла та çитрĕ. Ватăсемпе килтен тухсах çỹреймен çынсем те хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттерме пултарчĕç.
Ял çыннисен шухăшĕпе, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Алексеевич Николаев «Сывлăх патне - утăм» проекта йышăнса питĕ тĕрĕс тунă. Ку вăл - чăннипех те, ял халăхĕшĕн, округ центрĕнчен аякра пурăнакансемшĕн тăрăшни.