Сентябрĕн 1-мĕшĕччен йышăнаççĕ

ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН Пуçлăхĕ Олег Николаев «Ниме - Халăх бюджечĕ» программăна хутшăнма заявка йышăнассине сентябрĕн 1-мĕшĕччен тăснă.

«Çакна палăртатăп: проектсене пурнăçа кĕртмелли кашни тапхăрах çирĕп контроле илмелле тата мĕн пур ĕçе вăхăтра вĕçлемелле», - тенĕ Олег Николаев.

Муниципалитетсенче 2027-çул валли «Пирĕн çулсем», «Ял инфраструктурине аталантарасси», «Яла тирпей-илем кĕртесси» тата «Эсĕ суйласа илни» енсемпе чи нумай заявка панă. Сентябрĕн 1-мĕшĕччен муниципалитетсен мĕн пур проекта суйласа илмелли йĕркепе килĕшỹллĕн хатĕрлесе çитермелле, сентябрĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 2-мĕшĕччен округра пурăнакансем «Чувашия-онлайн» сайтра онлайн сасă- лав мелĕпе чи лайăххисене палăртĕç

Е.ЖОЛОБОВА.



14 августа 2026
12:23
Поделиться