Шăмăршăра республикăри вăрманçăсем ăмăртĕç
АВГУСТĂН 27-мĕшĕнче Шăмăршă муниципалитет округĕн территорийĕнче «Чăваш Республикинчи чи лайăх вăрман инспекторĕ» ята çĕнсе илессишĕн çулленхи професси конкурсĕ иртĕ.
Конкурс программи теори тата практика пайĕсенчен тăрать. Комисси вăрман законодательствине тата право нормисене мĕнле пĕлнине тĕплĕн тĕрĕслĕ. Конкурса хутшăнакансен йывăç папки тата касăкĕ тăрăх мĕнле порода пулнине, тункатана пăхса, браконьер мĕн чухлĕ сиен кỹнине чухламалла, кĕске вăхăтрах бензопăчкă сăнчăрне улăштарма пултармалла тата пĕренене хăвăрт та пысăк ăсталăхпа касма пĕлмелле.
Шăмăршă тăрăхĕнчи вăрманçăсем, республика конкурсне хастар хутшăнса, «Чи лайăххи» ята çĕнсе илессе шанса тăратпăр!