Сигарет ĕмĕре кĕскетет
РАÇÇЕЙРЕ сигарет туртнипе çыхăннă чирсене пула çуллен 400 пине яхăн çын пурнăçран уйрăлать. Çак факта Раççей Федерацийĕн Сывлăх министерстви илсе кăтартать. Туртни арçынсен пурнăçне вăтамран - 12, хĕрарăмсен ĕмĕрне 11 çул кĕскетет.
Табак тĕтĕмĕнче 400 ытла хими япалипе канцероген пур. Туртакан çын çак наркăмăша тĕтĕмпе пĕрле çăтать. Канцерогенсемпе йывăр металсен хутăшĕсем (никель, хром, кадмий, бензол), клеткăсене сăрхăнса кĕрсе, вĕсене сиенлеççĕ, çавна пула усал шыçă аталанма пултарать.
Пĕр сигаретра вăтамран 5-8 грамм никотин пур, туртакан çын талăкра 150 грамм таран çак наркăмăша ĕмсе илет. Пĕр пачка сигарет туртсан, çын организмне 320 мл ытла сĕрĕм газĕ (угарный газ) кĕрет.
Туртман çынсемпе танлаштарсан, туртакан çынсем 11-13 хут ытларах ỹпке ракĕпе тата туберкулезпа чирлеççĕ. Çавăн пекех унăн тута, пыр, карланкă ракĕ аталанма пултарать.
Сигарет туртни ытти хăрушă чирпе аптăрасси патне те илсе çитерме пултарать.
Çак тĕслĕхсем туртакан кашни çыннах шухăша ямалла, сигарета çỹпĕ шăтăкне пемелле те: «Урăхран нихăçан та туртмастăп!» - тесе çирĕп йышăну тумалла.
О.ПОЛКОВНИКОВА,
район больницин терапевт врачĕ.