Спорт вăл - хавхалану
АВГУСТĂН 7-мĕшĕнче Шăмăршă муниципалитет округĕн команди Комсомольски ялĕнче иртекен республикăри XIV- çуллахи ял спорт вăййисене хутшăннă.
Программăра: мини-футболпа волейбол, мини-лапта тата ытти те. Çавăн пекех механизаторсен виçĕ енлĕ ăмăртăвне тата ĕне сăвакансен тупăшăвне те спорт вăййисен йышне кĕртнĕ. Спорт çемйисем те хăйсен пултарулăхне кăтартнă.