Çтаппан Лашмана асăнса
ШĂМĂРШĂРИ Мультикультура библиотекинче паллă чăваш писательне, пирĕн енчи Патирек ялĕнче çуралса ỹснĕ Çтаппан Лашмана асăнса литература калаçăвĕ иртнĕ. Библиотека ĕçченĕсем вулакансене çыравçăн биографийĕпе тата унăн синкерлĕ кун-çулĕпе паллаштарнă, шкулта вĕренекенсем Лашман произведенийĕсенчи уйрăм сыпăксене сасăпа вуланă.