«Тыл пулăшни - чун тĕрекĕ»
ИКĔ кун хушшинче япала пухса-хатĕрлесе, Шăмăршăри «кĕмĕл» волонтер Гелия Хамдеева 57-мĕш хут çул çỹреве тухнă. Хальхинче гуманитари тиевне Шупашкарăмăра - Чăваш Ен аталанăвĕн «Пĕрле» фондне - илсе çитернĕ. Ку кăна та мар. Хастар хĕрарăм Курск тăрăхне - фронт çывăхĕнчи госпитале - каякан пысăк автомашина çине япала тиеме те пулăшнă.
Гуманитари япалисен йышĕнче - чи кирли: апат- çимĕç, гигиена хатĕрĕсем, маскировка сечĕсем. Вĕсенче - тăван ен туртăмĕ, салтаксен амăшĕсемпе мăшăрĕсен, аппăшĕ-йăмăкĕн чун ăшшийĕпе тимлĕхĕ. Черетлĕ гуманитари пулăшăвне хатĕрлеме ЧРХĕрарăмсен Союзĕн вырăнти уйрăмĕ, паллах, Гелия Керимулловна хăй, вăл йĕркеленĕ «Кызлар-йолдызлар» тата «Йолдыз» ушкăнсем, округри волонтерсем хутшăннă.
- Аманнă кашни салтак пирĕн тимлĕхпе юратăвăмăра туйтăр. Тыл пулăшăвĕ вĕсене хăвăртрах сывалса строя тăма хавхалану кỹтĕр, - тет вĕри чĕреллĕ хĕрарăм. - Тыл пулăшу пани - мир салтакĕшĕн чун тĕрекĕ. Пирĕн - кашнин - хỹтĕлевçĕмĕрсене пулăшмалла!
З.ВОРОБЬЕВА.