Туслăх хăвачĕ - пĕрлĕхре!

Туслăх хăвачĕ - пĕрлĕхре!

Шăмăршăпа Патăрьел округĕсен волонтерĕсем гуманитари пулă- шăвне хатĕрлес- ăсатас тĕлĕшпе тăтăшах пĕрлĕх кăтартаççĕ.

Акă пирĕн округри «кĕмĕл» волонтерсем - Гелия Хамдеевăпа Ираида Глухова (Шăмăршă) кỹршĕллĕ округăн Шăнкăртам ялĕнче пулчĕç. Хăйсем пекех, СВО участникĕсене пулăшакансемпе ăсталăх класĕ ирттерчĕç.

Гелия Керимулловна нашлемник тумалли мелмеслетпе паллаштарчĕ. Пуçа тăхăнмалли хỹтлĕх хатĕрĕн пĕлтерĕшне уçса пачĕ.

Ираида Михайловна вара тактика, медицина, хуçалăх тĕллевĕпе усăкуракан «пурнăç суллине» паракорд çип-кантраран тума вĕрентрĕ.

Шăнкăртамсем пирĕн волонтерсен ĕçĕпе кăмăллă юлчĕç, фронтра питех те кирлĕ çак япаласене янтăлассине хăйсем патĕнче те анлăн сарассине палăртрĕç.

Çакнашкал ĕç опычĕпе паллашни Чăваш Енри Халăхсен туслăхĕн çулталăкĕнче питĕ пĕлтерĕшлĕ.

З.СВЕКЛОВА.



14 августа 2026
13:16
Поделиться