Çул çинчи хăрушсăрлăхшăн
АВГУСТĂН 7-мĕшĕнче Шăмăршă муниципалитет округĕнче «Питбайк-2026: контроль тата хăрушсăрлăх» профилактика кампанийĕ старт илнĕ. Çак мероприяти вăхăтĕнче çул çитменнисемпе ĕçлекен комисси членĕсем (КДН), çул çитменнисемпе ĕçлекен подразделени сотрудникĕсем (ПДН) тата округ администрацийĕн пуçлăхĕн çамрăксен ыйтăвĕпе ĕçлекен советникĕ профилактика ĕçне анлăн сарса янă. Мототехникăпа усă куракан çамрăксене çул çинче питĕ асăрхануллă пулмалли, ятарласа ирĕк памасăр транспорт хатĕрĕпе çỹреме юраманни çинчен каласа ăнлантарнă. Ашшĕ-амăшĕн çул çинчи йĕркене пăсакан ачисемшĕн административлă йĕркепе явап тытма тивĕ.