Юхрĕ юрă ял çийĕн...

Юхрĕ юрă ял çийĕн...

Иртнĕ ытларикун Пуянкасси ялĕ юрă-кĕвĕ ытамне лекрĕ. Кунта округри централизациленĕ клуб системин ĕçченĕсем чаплă концерт кăтартрĕç. Ял территори уйрăмĕн çыннисем патриотизм тата туслăхпа тăванлăх, юрату юррисене, шỹте ăшă кăмăлпа йышăнчĕç. Вырăнти артистсене тăвăллăн алă çупса тав турĕç, чейпе те пылак çимĕçпе хăналасах ăсатрĕç.

Мероприяти ял-йыша культурăпа çывăхланма, хĕрỹ ĕç вăхăтĕнче усăллă канса вăй пухма ырă витĕм кỹчĕ.

Т.Давыдова,

округри централизациленĕ клуб системин методика пайĕн заведующийĕ.



14 августа 2026
13:27
Поделиться