1373 çын сывлăхне тĕрĕсленĕ
«СЫВЛĂХ патне - утăм» проект Шăмăршă муниципалитет округĕнче тулли хăватпа ĕçлет. Августăн 18-мĕшĕ тĕлне медицина ĕçченĕсен бригади, 11 яла çитсе, 1373 çын сывлăхне тĕрĕсленĕ. 163 çынна хушма диагностика иртме направлени панă. Сайра специалистсем (узкие специалисты) 1076 çынна йышăннă, 496 çыннăн сывлăхне тата та тĕплĕнрех тĕрĕслемеллине палăртнă.
Çавăн пекех 300 çын «Сывлăх шкулĕн» занятийĕнче пулнă, сывă пурнăç йĕркине тытса пымалли пирки консультаци илнĕ.
Е.ИВАНОВА.