Александр САТЕЕВ: «Ял çынни врачсемпе вырăнтах тĕл пулни - çав тери лайăх»
ÇАК кун Пулмантăш ялне, район больницин врачĕсемпе пĕрле, округ администрацийĕн пуçлăхĕн полномочийĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Александр Сатеевпа Шăмăршă ентешлĕхĕн председателĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашне депутата суйлама тăратнă кандидат Радимир Егоров та килчĕç. Вĕсене «Сывлăх патне - утăм» проект пирки ял халăхĕ мĕн шутлани интереслентерчĕ.
- Ял çынни вырăнтах, Шăмăрша кайса çỹремесĕрех, врачсемпе тĕл пулни - çав тери лайăх, - терĕ Александр Иванович, тĕрĕслеве килнĕ çынсемпе курса калаçнă хыççăн. - Чăваш Республикин Пуçлăхĕн «Сывлăх патне - утăм» проекчĕ центртан 20-30 километр инçетре вырнаçнă ялсемшĕн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Мĕншĕн тесен, çул çỹресе тăкакланмасăрах тата инçе çулта ывăнмасăрах, сывлăха тĕрĕслеттерме май пур.
Радимир Федоровичпа калаçнă ял çыннисем те «Сывлăх патне - утăм» проекта ырлани çинчен пĕлтерчĕç.
Врачсен мобильлĕ бригади çак кун 122 çын сывлăхне тĕрĕслеме пултарчĕ. 62 çыннăн - юн пусăмĕ нормăран пысăкрах пулни, кашни пиллĕкмĕш çыннăн холестерин виçи ỹссе кайни палăрчĕ. 52 çыннăн йывăрăшĕ нормă- ран чылай ытларах иккен. 3 пациент куçĕнче глаукома чирĕ аталанас хăрушлăх пур.
Специалистсем кашни çынпах уççăн калаçрĕç, чиртен сыхланас тата сипленес тĕлĕшпе консультаци пачĕç.
Радимир Егорова ял çыннисем хăйсен сывлăхĕшĕн тăрăшни уйрăмах килĕшрĕ.
«Ял çамрăкĕсем валли хальхи ыйтусене тивĕçтерекен хоккей коробки туни те, «Волга» команда округри ăмăртусенче малти вырăнсене çĕнсе илни те кунта сывă пурнăç йĕркине килĕштернине çирĕплетет. «Ниме - Халăх бюджечĕ» программăпа кăçал хоккеистсем валли салтăнса тумланмалли ăшă пỹлĕм туни те ялти спорта аталантарма пулăшĕ», - терĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутатне суйлама палăртнă кандидат Радимир Егоров.
Е.ЖОЛОБОВА.
Шухăш
Лидия ХАРИТОНОВА,
ĕç ветеранĕ:
- Чăнах та, Шăмăршă больницине каяс пулсан, кун çухалать тата халĕ çул укçи те хаклă. «Сывлăх патне - утăм» проектшăн Чăваш Республикин Пуçлăхне Олег Алексеевич Николаева ял çыннисен ятĕнчен тав сăмахĕ калама ыйтатăп.