«Асанне арчинче мĕн пур-ши?»

Шăмăршăри Мультикультура библиотекинче «Асанне арчи» тăван тавралăх сехечĕ иртрĕ. Ăна «Арча - çемье хаклăхĕн управçи» республика проекчĕпе çыхăнтарчĕç.

Мероприяти участникĕсем - ачасем - иртнĕ ĕмĕрĕн кăсăклă тĕнчине лекрĕç. Мăн аслашшĕ-асламăшĕн çи-пуçĕпе (ахальлинчен пуçласа туй çи-пуçĕ таранах), капăрлăхпа, тĕрĕ-эрешпе - чăваш культурин символĕпе - кăмăлтан паллашрĕç. Салтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусене те вулама май килчĕ. Çак ĕçе тума кивĕ арча - çемье реликвийĕ - пулăшрĕ.

Çитĕнекен ăру ăсталăх класне те хутшăнчĕ: чăваш наци кĕпине тăхăнчĕ, саппун çакрĕ, пуçа явлăк çыхрĕ тата кăшăл тăхăнчĕ - самантлăха та пулин несĕлсем вырăнĕнче пулса курчĕ.

- Тăван халăх кун-çулĕ - учебникри датăсемпе кăна çыхăнман, унта - чăн пурнăçри çынсен шăпи, - палăртрĕç ачасем. - Уйрăм çыннăн пурнăçĕ вара çĕр-шыв шăпипе çыхăннă.

О.Паймина,

Шăмăршăри Мультикультура библиотекин ача-пăча пайĕн заведующийĕ.



21 августа 2026
15:51
Поделиться