Чечек ăшĕнчи ял

ЧĂННИПЕХ те, çапла калама пулать Карапай Шăмăршă пирки. Кунта кашни учреждени умĕнче, кашни çуртăн пĕчĕк пахчине тĕрлĕ тĕслĕ хитре чечек куçа илĕртет. Ял çыннисем обществăлла территорие те тирпейлесе тăраççĕ, хыт-хура ỹсме памаççĕ.

Иртнĕ эрнере ял территорийĕн уйрăмĕ каллех субботник йĕркелерĕ, хальхинче чечек клумбисене тепĕр хут тирпей кỹчĕç.

Çук, пысăк хăнасене кĕтнипе мар - ял илемĕшĕн тăрăшасси кунта çирĕп йăлана кĕнĕ.

Карапай Шăмăршăри интернат çурт территорийĕ те - чечек пахчи пекех. Сотрудниксемпе кунта пурăнакансем çак илеме хăйсен аллипе тăваççĕ.



21 августа 2026
15:45
Поделиться