Чи лайăх вăрман касакансен йышĕнче - Сергей Семенов
ÇАК кунсенче Çĕмĕрле округĕнче республикăри «Чи лайăх вăрман касакан - 2026» конкурс иртнĕ. Унта Чăваш Республикинчен, Мари Элтен, Карели Республикинчен, Мускав облаçĕнчен тата Тутарстанран чи ăста специалистсем хутшăннă.
Жюри вăрман касакансем мĕнле техникăпа тата хăвăртлăхпа ĕçленине, хăрушсăрлăх техникине пăхăннине хакланă. Конкурсра Шăмăршă округĕн чысне хỹтĕленĕ Сергей Семенов виççĕмĕш вырăн йышăннă.