Чăваш пылĕ - чи лайăххи
ЧĂВАШСТАТ пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ çул республикăра 917 тонна пыл туса илнĕ.
Чăваш Енре пурĕ 37 пин вĕлле çемйи шутланать, вĕсенчен кашнийĕ вăтамран 23-шер килограмм пыл панă.
Чăваш пылне Раççейĕпех хаклаççĕ. Акă Йĕпреç округĕнчи Лариса Анисимова утарçă пĕлтĕр «Раççейри ылтăн пыл» тата «АпиДар» конкурссенче иккĕмĕш вырăн йышăннă.
Кăçалхи кăтартусем пирки калама иртерех-ха, анчах пыл 12-16 процент хакланнине палăртса хăвармалла. Чăваш пылĕн пахалăхĕ - Раççейре чи лайăххисен шутĕнче.
Е.ЖОЛОБОВА.