«Эльбрус» Шăмăршă çулĕсене юсать е хамăрăн ДРСУ историе çеç кĕрсе юлĕ-ши?

«Эльбрус» Шăмăршă çулĕсене юсать  е хамăрăн ДРСУ историе çеç кĕрсе юлĕ-ши?

ШĂМĂРШĂСЕМ лайăх çул пирки тахçанах ĕмĕтленнĕ. Шăтса пĕтнĕ асфальта унтан та кунтан сапланипе çеç шанчăклă çул пулаймĕ. Кун пирки округ центрĕнче пурăнакансем «Ниме - Халăх бюджечĕ» программа пирки ирттернĕ пухура та уççăн каланă, 2026-çулта Шăмăршăри темиçе урамра асфальт сарма сĕнỹ панă.

Çак пысăк ĕçе «Эльбрус» ОООна шанни - ял çыннисен шухăшĕпе - питĕ тĕрĕс йышăну. Хальхи вăхăтра «Эльбрус» Шăмăршăн Восточная тата Мир урамĕсене асфальт сарать. Нумай та вăхăт иртмĕ - ял çыннисем хулари пек яка та илемлĕ çулпа утма пуçлĕç, автотранспорт хуçисем те асфальт сарнишĕн чунтан савăнĕç.

Шăмăршă урамĕсене асфальт сарас ыйтăва ял çыннисем сасăласа йышăннă, халăх сĕнĕвне пуçару проектне хатĕрленĕ чух шута илнĕ.

Çакна та каламалла: Шупашкарти «Эльбрус» ООО маларах Шăмăршăри Чапаев тата Животноводсен урамĕсене те асфальт сарнăччĕ. Подрядчик çитес çул та пирĕн округра ĕçлеме шутлать.

Тĕп хулари «Универсал» ООО вара округ центрĕнчи Ленин урамĕнчи çула тĕпрен юсарĕ.

Шупашкарсем пирĕн патăмăрта ĕçлени - лайăх-ха, çапах та хăçантăр хамăрăн Шăмăршăра та пысăк хăватлă çул-йĕр участокĕ пулнине тата вăрман хĕрринчи асфальт завочĕ талăкĕпех ĕçленине, район бюджетне милли- оншар тенкĕ укçа кĕнине, 30-40 е ытларах та çыншăн яланхи ĕç вырăнĕ пулнине аса илетĕп те, чуна салхуллă тунсăх пусать. Аслă çул хĕрринче вырнаçнă çул-йĕр участокĕн базин хапхи çинчи мăн çăра - асаттен çăпата тумалли кивĕ шĕшлийĕ пек - кашни çулах тутăхнăçем тутăхса пырать...

 «ÇИТЕТ ĕнтĕ сана унчченхи пирки çырса, манса кай çав предприятисене», - тейĕ хăш-пĕр вулакан. Çук çав, манаймастăп. Округ бюджетне кĕмелли укçана урăх çĕре илсе каякансем çинчен мар, хамăр çĕр çинче çуралса ỹснĕ рабочисемпе специалистсем пирки çырас, вĕсен ĕçне мухтас килет. Вĕсем - район историйĕ, вĕсем сывлăхне шеллемесĕр Шăмăршă тăрăхĕ аталантăр тесе тăрăшнă. Манса каймалла-и-ха иртнине? Манса кайсан, çак çынсем пире нихăçан та каçармĕç...

Манас марччĕ. Çитес çул - Шăмăршă районĕ 100 çул тултарнине уявланă чух - кашни колхозпа совхоза, предприятипе организацие, учреждение тата ĕçченĕсене аса илесчĕ, чĕрĕ-сывă ветерансене чысласчĕ, пиртен уйрăлса кайнисене аса илсе пĕр самант шăп тăрасчĕ.

Ив.САЛАНДАЕВ.



21 августа 2026
15:27
Поделиться