Етĕрнерен - икĕ Кубокпа

АВГУСТĂН 8-мĕшĕнче Етĕрне округĕнчи В.И.Чапаев ячĕллĕ лаша заводĕнче Чăваш Республикин Кубокне çĕнсе илессишĕн пынă ăмăртăвăн финалĕ пулнă. Чупăва çĕр-шыври чи лайăх 44 наездник хутшăннă.

Çивĕч кĕрешỹре Чăваш Республикин Пĕчĕк Кубокне «Чацкий» урха- мах наездникĕ Илья Хлюкин, Кĕмĕл Кубока Коль Дойс ăйăр наездникĕ Александр Максимов çĕнсе илнĕ. Çак икĕ спортсмен Шăмăршă муниципалитет округĕн чысне хỹтĕленĕ.



21 августа 2026
15:46
Поделиться