Хисеп те чыс

Хисеп те чыс

1994-ÇУЛТАНПА эпир Раççей Ялавĕн кунне патшалăх уявĕ тесе паллă тăватпăр.

Пĕрремĕш Петĕр патша тапхăрĕнченпех триколор тĕсĕсем çакна пĕлтернĕ:

шурă тĕс - ирĕклĕх;

кăвак тĕс - Турă амăшĕ (Богородица), Раççей символĕ;

хĕрлĕ тĕс - Вырăс патшалăхĕн вăй-хăвачĕ.

Хальхи вăхăтра Ялав тĕсĕсене кăштах урăхла ăнлантараççĕ:

шурă тĕс - мир, тасалăх тата çылăхсăрлăх палли;

кăвак тĕс - ĕненỹпе шанчăклăх палли;

хĕрлĕ тĕс - энерги, вăй тата Тăван çĕр-шывшăн тăкнă юн тĕсĕ.

Патшалăх Ялавĕн кунне Шăмăршă муниципалитет округĕнче те анлăн уявлатпăр. Çак ятпа августăн 21-мĕшĕнче Шăмăршăри тĕп лапамра уяв концерчĕ пулать. Пурне те концерта чĕнетпĕр!

С.ПАВЛОВА,

округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ.



21 августа 2026
15:30
Поделиться