«Хỹтлĕх каррине салтаксем апатран та мала хураççĕ»

«Хỹтлĕх каррине салтаксем апатран та мала хураççĕ»

Шăмăршăри «Çĕнтерỹ - пирĕн енче пулать!» пуçару ушкăнĕ Пĕтĕм Раççейри «Пĕрлĕхлĕ Раççей» обществăлла организацин вырăнти уйрăмĕн членĕсене пĕрлештерет. Ятарлă çар операцийĕ пуçланнăранпах хỹтĕлевçĕмĕрсене пĕр тăхтавсăр пулăшать. Маларах гуманитари япалисем пухасси-хатĕрлесси тĕп ĕç шутланнă пулсан, çулталăк çурă каялла ун çумне маскировка сечĕ çыхасси хутшăнчĕ. Вĕри чунлă волонтерсем тăрăшнипе çак таранччен 250 хỹтлĕх карри çыхăнчĕ. Кунта тивĕçлĕ канури хĕрарăмсем тата ĕçе çỹрекенсем. Вĕсем: Людмила Захарова, Зинаида Леонтьева, Елена Кузьмина, Ирина Моисеева, Надежда Маркова, Галина Портнова. Кайранхи иккĕшĕ - салтак амăшĕсем. Зинаида Леонтьева, Ирина Моисеева медицина сестрисем смена хыççăнта сеть çыхма васкаççĕ.

Хỹтлĕх каррисем фронтра сывлăш пекех кирлĕ: салтаксене те, вĕсем пурăнакан вырăна та, çар техникипе орудине те шанчăклăн упраççĕ. Акă нумаях пулмасть хамăр ентешĕмĕртен 50 сеть парса ятăмăр (хỹтлĕх карри пĕртте юлман пулнă). Ентешĕмĕр гуманитари тиевне вырăна илсе çитернĕ хыççăн çапла пĕлтерчĕ:

- Çарти юлташăмсем кучченĕçлĕх апата перĕниччен малтан маскировка сечĕсене ярса тытрĕç. Васкавлăн блиндажа, техникăна хуплама пуçларĕç. Ĕçе вĕçлерĕмĕр çеç - тăшманăн «вĕçен кайăкĕсем» тỹпере курăнса та кайрĕç. Çăлăнтăмăр! Маскировка сечĕсем пирĕн пурнăçа çăлса хăварчĕç!

Çапла, тыл пулăшăвĕпе фронти хăрушлăха сирме пулатех. Апла тăк, пирĕн, волонтерсен, çемçелме юрамасть. Ĕçлемелле, ĕçлемелле, ĕçлемелле...

И.Пыркина,

Шăмăршăри «Çĕнтерỹ - пирĕн енче пулать!» пуçару ушкăнĕн ертỹçи.



21 августа 2026
15:49
Поделиться