Кану паркĕ яла илем кỹрет
ВИÇПỸРТ ШĂМĂРШĂРА «Ниме - Халăх бюджечĕ» программăпа кану паркĕ туни çинчен хаçатра çырнăччĕ ĕнтĕ. Çак кунсенче тирпей-илем кĕртмелли ĕçĕн пĕрремĕш тапхăрне вĕçленĕ. Парк территорийĕнче хулари пек илемлĕ сцена туса лартнă, брусчаткăран тротуар сарнă тата ытти те. Уйрăмах илĕртỹллĕ статуя кăмăла çĕклет. Çамрăксем кунта килсе сăн ỹкерĕнеççĕ, культурăллă канма пултараççĕ.
Парка пырса кĕнĕ çĕрте те питĕ илемлĕ. Çитес çул кунта чечек клумбисем пулĕç, хăнасемпе туристсем Виçпỹрт Шăмăршă ялне ытларах та ытларах килме пуçлĕç.
С.ИВАНОВ.