Кашни ыйту çине - тулли хурав
АВГУСТĂН 19-мĕшĕнче республикăра - çав шутра Шăмăршă муниципалитет округĕнче те - Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Унта çак ыйтусене пăхса тухнă:
- Чăваш Республикин кăçалхи пĕрремĕш çур çулти социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн малтанхи кăтартăвĕсем çинчен.
- Вĕрентỹ учрежденийĕсем çĕнĕ вĕренỹ çулне мĕнле хатĕрленсе кĕтсе илни çинчен.
- Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думипе Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн суйлавне тĕплĕн хатĕрленсе ирттересси çинчен.
Информаци кунĕнче çавăн пекех муниципалитет секторĕн энерги эффективлăхне ỹстерессипе, вăрманти пушар хăрушсăрлăхĕпе, «Ниме - Халăх бюджечĕ» программа мĕнле пурнăçа кĕнипе çыхăннă ыйтусене те çĕкленĕ.
Округ администрацийĕн пуçлăхĕн полномочийĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Александр Сатеев тата округри депутатсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Ермолаев округ администрацийĕнче пулнă анлă канашлу ĕçне хутшăннă. Çак кунах округ администрацийĕнче граждансене харпăр хăй ыйтăвĕпе йышăнассине йĕркеленĕ.
А.АЛЕКСАНДРОВА.