«Килес Çĕнтерỹре ман тỹпем те пултăр...»
Çак кунсенче хаçат редакцийĕнче ятарлă çар операцийĕн участникĕ - Сега (позывной) - хăнара пулчĕ. Кĕске вăхăтлăха тăван ялне отпуска килнĕ çамрăкпа сăмах Тăван çĕр-шыв умĕнчи тивĕç, патриотизм пирки пычĕ.
- Сывлăх сунатăп сире, редакци ĕçченĕсем! Сирĕн пата кĕмесĕр чăтаймарăм, район хаçачĕшĕн питĕ тунсăхларăм. Ентешĕмсем çинчен тăван чĕлхепе вулас килет.
- Ырă кун пултăр! Хапăл тăватпăр Сире! Паллашăр акă халĕрех тухнă номерсемпе.
- О-о-о! Тинех алла район хаçатне тытрăм иккен (хаçатсене пăхкаланă май), патриотизм пирки нумай çыратăр, «Паттăрлăх» страници те пур. Салтаксем çинчен... Волонтерсем çинчен кунта... Мана пĕр-ик хаçатне параймăр-и?
- Акă, илĕр. Эсир Хăвăр кам пулатăр-ха?
- Эпĕ - Кахăрлă Шăхальтен, çемье çавăрсан Шупашкара пурăнма куçрăм. Халĕ ятарлă çар операцийĕнче тăратăп.
- Апла тăк, тĕплĕнрех паллаштарăр-ха Хăвăрпа.
- Хаваспах... Паспортри пек палăртсан, эпĕ 1987-çулхи декабрĕн 24-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Ачасенчен чи асли, тата икĕ йăмăкăм пур, вĕсем те халĕ çемьеллĕ ĕнтĕ.
1995-çулта Пуянкасси вăтам шкулĕн 1-класне вĕренме кайрăм. Кунта 9-класс пĕтерсен «Шемуршинский» ял хуçалăх производство кооперативĕнче сварщика вĕрентĕм. Унтан Шупашкарти ДОСААФ шкулĕнче «В», «С» категориллĕ водитель специальноçне тата «Куçса çỹрекен агрегатсен электромеханикĕ» специальноçа алла илтĕм.
2006-2008-çулсенче салтакра пултăм: Иркутск облаçĕн Ангарск хулинче Шалти çар службинче тăтăм. Çĕпĕртен аслă сержант званийĕпе таврăнтăм.
Салтак гимнастеркине хывсанах Мускаври пысăк стройкăра строитель ĕçне кỹлĕнтĕм. Унтан инçетри хуласене çỹреме пуçларăм: водитель-манипулятор пулса тăрăшрăм, вырăсла каласан, «сам грузил - сам водил» (кулать). Питĕре те çитрĕм.
- Ятарлă çар операцине мобилизаци йĕркипе лекрĕр-и?
- Çук! Хамăн кăмăлпа-ирĕкпе! Ку - хăвăрт пулса иртрĕ, хам та сиссе юлаймарăм.
- ?
- 2026-çулхи шартлама январьте тăван ялти чи çывăх юлташа - СВОра пуç хунă Сергей Михайлова - юлашки çула ăсатрăмăр. Сергея пытарсан тепĕр куннех Шупашкарти çар комиссариатне çул тытрăм, фронта кайма контракт çыртăм. Маншăн - нумай ачаллă ашшĕшĕн - гражданла позици мала тухрĕ пулас. Чăн-чăн тусăмшăн, унăн çарти юлташĕсемшĕн тавăрас килчĕ. Паллах, тĕллев - Раççей салтакĕсене хам пултарнă таран пулăшасси. Аннем - Ирина Анатольевна педагог - витĕмĕ те пысăк: Тăван çĕр-шыв - пирĕн тăван кил иккенне, ăна хỹтĕлеме ялан хатĕр пулмаллине паян кунччен çирĕплетет. Аттем Валерий Михайлович (чунĕ канлĕхре пултăр), çар тивĕçне Мускав облаçĕнче пурнăçланăскер, мана йывăрлăха лекнисене, вăйсăррисене пулăшмаллине хăйĕн тĕслĕхĕ урлă ăнлантарнă. Кукаçи Анатолий Никонорович Петров (Тури Чаткас) - «вăрçă ачи» - Çĕр çинче чи хакли мирлĕ пурнăç иккенне, уншăн пуриншĕн те кĕрешмеллине ĕнентернĕ.
Кăçалхи январĕн 21-мĕшĕнчен вара эпĕ нацистсемпе çапăçатăп. Покровск енче мотострелоксен дивизийĕнче тăратăп. БМП-2 техникăн водитель-механикĕ. Тĕп ĕç - салтаксене çапăçу хирне илсе кĕресси, унтан илсе тухасси. Покровска ирĕке кăларнă çĕре те хутшăн- тăм.
- Фронтра кашни самант хăрушлăхпа тулнă, çапах та БМП-2 техникăн водитель-механикĕшĕн чи хăрушши мĕн вăл?
- Чи йывăрри - çапăçăва уçă вырăнпа кĕрсе тухасси. Çĕр çинче - минăсем, тỹпере - «вĕçен кайăксем». Ман наводчик Çерçи - питĕ çирĕп боец! Унпа юнашар хама шанчăклă туятăп.
- Шанчăклăх - чи кирли фронтра. Çакна тата хăçан курма-туйма май килчĕ?
- ... Пĕр питех те кăткăс задание пурнăçланă чух хамăр ушкăнран иккĕн çеç тăрса юлтăмăр: эпĕ тата Пушкăртстан çамрăкĕ. Пирĕн окопран тухмасăр хамăр патăмăртан кам (мĕн) иртсе (вĕçсе) кайнине раципе пĕлтерсе тăмаллаччĕ (хамăрăн пемелле мар). Иксĕмĕр, çĕр çине тухмасăр, 32 талăк хушши окопра лартă- мăр, мĕн курни-илтнине веçех хамăрăннисем патне çитертĕмĕр. Апат-çимĕçпе, ытти кирлĕ япалапа пире дрон урлă тивĕçтерчĕç. Задание ăнăçлă пурнăçлани Раççей салтакĕсемшĕн питĕ вырăнлă пулчĕ. Командовани пире июнĕн 2-мĕшĕнче «Çапăçура палăрнăшăн» медальпе чысларĕ.
- Тĕлĕнмелле чăтăмлă пирĕн салтакăмăрсем! Сега, йывăр чухне чи малтан кам (мĕн) çинчен шут- латăр?
- Тĕрĕс ыйту. Тăван çĕр-шыв умĕнчи тивĕç çинчен, хам çемçелмелле марри çинчен, мана килте чăтăмсăр кĕтекен аннемпе пĕр тăванăмсем, мăшăрăмпа ывăл-хĕр çинчен... Тата тăван халăхăн шанăçне тỹрре кăларасси çинчен... Пирĕн патăмăра Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен гуманитари пулăшăвĕ килет. Тыл вăйăмăра шанса пире пулăшни хăех фронтра яваплăха ỹстерет, паллах, хав- халантарать те.
- Сăмах май, шăмăршăсен гуманитари пулăшăвĕ çитнĕ-и Сирĕн патăра?
- Эп тăракан çĕре çитмен, ытти çĕре çитнех пулĕ тетĕп. Паян акă мана Пуянкассинчи «Ырă алăсем» пуçару ушкăнĕ - 2 маскировка сечĕ, нашлемник, 1 коробка «типĕ» душ, Шăмăршăрри «Çĕнтерỹ - пирĕн енче пулать!» пуçару ушкăнĕ - 2 маскировка сечĕ, «Çĕнтерỹ чĕнĕвĕ» ушкăн - 2 коробка хворост, 1-ер коробка чак-чакпа каснă салма, «Ял хĕрарăмĕсем» ушкăн - дронран хỹтĕленмелли 4 утиял, Анат Чаткасри волонтерсен ушкăнĕ 3 маскировка сечĕ пачĕç. Эсир те нускисен упаковкине патăр. Ку - манпа çарти юлташăмсен ĕçне хаклани. Ку - веçех фронтра кирлĕ. Тайма пуç ентешĕмсене пурне те! Кĕтĕр пире, эпир - Çĕнтерỹпе таврăнатпăр!
- Çапла, тылпа фронтăн пĕрлĕхĕ - килес Çĕнтерĕвĕн никĕсĕ. Калăр-ха, Сега, пĕрле тăракан салтаксемпе мĕнле пурăнатăр?
- Пĕр çемьери пек! Манпа пĕрле Ульяновск облаçĕн, Пушкăртстанăн, Тутарстанăн çамрăкĕсем нацистсене хирĕç кĕрешеççĕ. Чĕлхесем, йăла-йĕрке расна пулин те, тĕллевĕмĕр пĕрре пирĕн - нацистсене çапса аркатасси.
- Сега, çак самантри ĕмĕтỹ мĕнпе çыхăннă?
- Хăвăртрах СВО вĕçлентĕр - гражданкăра вара хăть те мĕнле ĕçе те тытса тăвăттăм. Хама фронтран кĕтекен çывăх çыннăмсене çур çулта - пĕрре мар, кунсерен юратса ыталăттăм. Пире - çĕр-шыв хỹтĕлевçисене - чăтăмсăр кĕтекен тыл халăхне мирлĕ тỹпе айĕнче телейлĕ пурăнтарас килет. Çавăнпа килес Çĕнтерĕве май пур таран хăвăртрах çывхартас килет.
- Çапла пултăр, Сега!
Калаçăва Зинаида СВЕКЛОВА йĕркеленĕ.