Комисси ларăвĕ иртнĕ
АВГУСТĂН 14-мĕшĕнче округ администрацийĕнче çул çитменнисемпе ĕçлекен тата вĕсен прависене хỹтĕлекен комиссин черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Лару ĕçне район прокурорĕн помощникĕ Ранис Янтыков тата округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - социаллă аталану пайĕн ертỹçи Светлана Павлова хутшăннă.
Комисси çул çитменнисем административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан 9 ĕç тата транспорт хатĕрĕ çине правасăр ларнипе çыхăннă 3 материал пăхса тухнă, кашни ыйту тăрăх тивĕçлĕ йышăну тунă.
Комисси членĕсем ачасен ашшĕ-амăшне - çул çитменнисем право йĕркине пăсас çул çине тăнăшăн - вĕсем тỹрремĕнех яваплă пулни пирки асăрхаттарса каланă.
А.АЛЕКСАНДРОВА.