Космонавтика музейĕ çĕнелет

ИКĔ хут Совет Союзĕн Геройĕ Андриян Николаев летчик-космонавт çуралнăранпа 2029-çулта 100 çул çитет.

Чăваш халăхĕ хăйĕн мухтавлă ентешне яланах асра тытать. Унăн тăван ялĕнчи Космонавтика музейне юсама пуçланă. Халĕ кунта юсав ĕçĕ хĕрỹ пырать. «Старатель» компани объекта 2027-çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме палăртать. Унта вĕренỹпе музей комплексĕ, планетари тата обсерватори пулĕç. Строительство хакĕ - 1,08 миллиард тенкĕ.



21 августа 2026
15:25
Поделиться