«Кунта лăпкă, канлĕ...»
Пĕр-пĕр представитель килсен ăна эпир сцена çинче - çỹллĕ трибуна умĕнче - курма хăнăхнă. Вăл калаçнине пĕр хускалми итлесси, ыйту пама тăхтаса тăрасси пирĕн йăлана кĕнĕ. Ку е вăл ĕçпе килнĕ хăнаран - статусне (должноçне) кура - эпир именетпĕр (кăштах шикленетпĕр те).
Августăн 18-мĕшĕнче Шăмăршăри Халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центрта иртнĕ тĕл пулу пачах урăхла туйăм хăварчĕ. Тĕл пулура вара Чăваш Республикин Ĕçлев тата социаллă хỹтлĕх министрĕ Алена Елизарова пулчĕ. Социаллă учреждени директорĕ Людмила Фомина ертсе пынипе, кунта пурăнакансемпе пĕрле ларса чей ĕçнĕ вăхăтра калаçу йĕркеленчĕ. Официаллă мар лару-тăру министрпа уççăн пуплеме ырă витĕм кỹчĕ.
Кунта пурăнма килĕшет-и? Условисем епле? Вăхăта еплерех ирттеретĕр? Мĕнле ĕмĕт-тĕллеве пурнăçа кĕртесшĕн? - çак ыйтусем тавра пычĕ калаçу.
Ватлăх кунĕсене кунта ирттерекенсем пурте пĕр саслăн, тулли кăмăлпа, пурăн- малли условисем лайăххи, социаллă сфера ĕçченĕсен яланхи тимлĕхĕпе юратăвĕ пирки пĕлтерчĕç. Тĕрлĕ сăлтава пула пĕччен юлнă арçынсемпе хĕрарăмсем - вĕсем 26-ăн - пĕр кил-йышри пек туслă пурăнаççĕ. Пурте - тĕрлĕ сферăра вăй хурса ят-сум илнĕ çынсем. Пĕчченлĕх хăратмасть вĕсене. Вăхăтлă канаççĕ, вăхăтлă апат çиеççĕ - ялан пĕрле. Участокри медсестра сывлăха тĕрĕслесех тăрать, диспансеризаци витĕр тухасси те кирлĕ пек пулса пырать. Республикипех пуçтарăннă ватăсем ахаль лармаççĕ. Социаллă учреждени çурчĕн территорийĕнче чечен чечексем лартса ỹстереççĕ; кам - алса-чăлха та çăвăнмалли мунчала çыхма, кам - сăвă хайлама маçтăр; сывă пурнăç йĕркине çуран утса-чупса тытакан та пур. Ялта ỹснĕ-пурăннăскерсем çĕр ĕçĕшĕн питĕ тун- сăхлаççĕ, çавăнпах кунта теплица лартасси пирки сĕнỹ те пачĕç:
- Пахча çимĕçе хамăр алăпа акса-лартса ỹстерес килет, - терĕç.
Паллах, сĕнĕве шута илсе, малашне теплица туса лартма шантарчĕç ертỹçĕсем.
Алена Геннадьевнăпа Людмила Николаевнăн ăш пиллĕхĕ ватăсем çине те куçрĕ: пĕркеленчĕклĕ сăн-питре хĕвел шевли вылярĕ. Кашниех хăйне шанчăклă хỹтлĕхре, тус-тăванлăх ытамĕнче туйрĕ ĕнтĕ. Мĕн кирлĕ аслă ỹсĕмри çынна? - Ăшă сăмах, тимлĕх, ушкăн хăвачĕ. Çавă çеç.
Тав Правительствăна пĕччен, хỹтлĕхсĕр юлнă ватăсене хăй хỹттине илнĕшĕн - пурăнмалли пĕрлехи çуртпа, канлĕ ватлăхпа тивĕçтернĕшĕн!
Зинаида СВЕКЛОВА.