Çĕнĕ фильтрсем лартаççĕ

РЕДАКЦИЕ Шăмăршăра пурăнакансем шыв пахалăхĕ япăх пулни çинчен пăшăрханса пĕлтерчĕç. Эпир те - хаçатçăсем - çав шывпах усă куратпăр. Чăнах та, хăш-пĕр кун шыв таса мар тата унран темĕн шăрши кĕрет.

Шăмăршăри «Коммунальник» ООО пĕлтернĕ тăрăх, çак эрнере шыв башнинче юсав ĕçĕ тума пуçăнаççĕ. Çавăн пекех фильтрсене те тĕпрен тасатса тухасшăн. Кунсăр пуçне, 2026-çул вĕçлениччен çĕнĕ фильтрсем (фильтры механической очистки) вырнаçтарма палăртнă.



21 августа 2026
15:53
Поделиться